Заказсене вырнаçтарас тытăмра коррупцие хирĕçлес ыйтусене пăхса тухнă

Раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче коррупцие хирĕç кĕрешекен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов профессиллĕ вĕренӳ организацийĕсенче, аслă вĕренӳ учрежденийĕсенче тата ытти вĕренӳ тытăмĕнче йĕркелесе ирттернĕ ĕçсем çинчен чарăнса тăнă. Çамрăк ăрăва коррупцие хирĕç кĕрешме, вĕсен тавракурăмлăхне ылмаштарас енĕпе йĕркелесе ирттернĕ ĕçсем çинчен чарăнса тăнă. Канашлура ведомствăсем тата право йĕркине тĕрĕслесе тăракан органсем таварсене илме тăратнă заказсене патшалăх тата муниципалитет валли уйăрнă хатĕрсене туянма палăртнă ĕçсене пăхса тухнă. Пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура ĕçлесе час-часах пĕр-пĕринпе килĕшсе тĕрĕслев ĕçĕсем ирттернине асăннă. Чăваш Республикин патшалăх тата муниципалитет заказĕсен эффективлăхне пăхса тухнă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимира Аврелькин пĕлтернĕ тăрăх, 2013 çулта 9 уйăх хушшинче патшалăх заказĕсене 6,3 млрд. тенкĕллĕх усă курнă, пĕлтĕрхи çул, çак тапхăрпа танлаштарсан 503 млн. тенкĕ нумайрах. Кăçалхи çул 10 уйăх хушшинче право йĕркине сыхлакансемпе тата тĕрĕслекен органсем ĕçне тишкернĕ май, 85 тĕрĕслев йĕркеленине палăртнă, вĕсенчен 1 ĕçне Федерацин монополие хирĕçле службин Чăваш Ен – Чăваш Республикинчи управление тăратнă, административлă майпа явап тыттарма 54 ĕçе пăхса тухнă,  пурĕ 477,2 пин тенкĕллĕх укçа-тенкĕ тӳлеттерме йышăннă. Канашлăва пухăннă ертӳçĕсем кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă.  Ыйтусем хушшинче: Йĕпреç, Шупашкар тата Муркаш районĕсенчи ача сачĕсен ыйтăвĕсене те хускатнă. Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи ыйту - Улатăрти фельдшерпа акушер пункчĕ, Çĕнĕ Шупашкарти полигон ĕçĕн 1-мĕш участокри лару-тăру, çĕнĕ урамсенче электричество кĕртесси, халăха таса шывпа тивĕçтерес ĕç - Патăрьел, Шăмăршă, Каçал ен, Çĕрпӳ, Йĕпреç  районĕсенче вырăнтан тапранманнине палăртса хăварнă канашлăва хутшăнакансем.   

 



17 декабря 2013
08:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter