Тăвай районĕ: тĕрлĕ ыйту хускатнă

Район администрацийĕн пуçлăхĕ ирттернĕ ĕнерхи планеркăра тĕрлĕ ыйту хускатнă. Ку эрне пĕлте-рĕшлĕ пулăмсенчен пуян.

Паян район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче 12 сехетре online режимра Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне çуллен тухакан Çырупа паллашма пулать.

Ыран, декабрĕн 18-мĕшĕнче, республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Унăн тĕп теми – Раççей Президенчĕ В.Путин Федераци Пухăвне, Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне Çырусемпе тухни. Пирĕн района республикăн физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн пĕрремĕш çумĕ А.Яковлев ертсе пыракан ушкăн килет. Информаторсем ĕç коллективĕсенче пулĕç, çынсене пăшăрхантаракан ыйтусем çине хуравлĕç, 13 сехетре райадминистрацире граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăнĕç.

Планеркăра Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсене кĕтсе илме хатĕрленес, хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, массăллă кану вырăнĕсем йĕркелес, çул-йĕре юртан тасатса тăрас тата ытти ыйтусене хускатнă.

Экстреннăй службăсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен полицин районти уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Б.Борисов, надзор уйрăмĕн инспекторĕ А.Фролов, “Коммунальник” ООО директорĕ Ю.Ефимов каласа панă. Райадминистрацин финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Сергеев, ФНСăн районсем хушшинчи 4-мĕш номерлĕ инспекцин пай заведующийĕ В.Алексеева налогсем пухас ĕçпе паллаштарнă.



17 декабря 2013
10:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter