Михаил Игнатьев: « Пĕрне-пĕри ăнланса тата килĕшсе, тăнăçлăха сыхласа, ырми-канми ĕçлесе пырсан кăна, хамăрăн республикăна пуянрах тата илемлĕрех тума пултаратпăр»

Михаил Игнатьев хăйĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне çулсерен яракан Çырăвне вуласа пĕтернĕ май, 2014 çул Раççейре, Культура çулталăкĕ пулнине палăртнă.  «Культура» ăнлав илемлĕхе тĕпчекен пуянлăх çеç мар, çынсемпе çыхăннă мĕн-пур тытăмра та пĕр-пĕринпе хутшăнса, вĕсемпе çыхăнса тăрать. Калăпăр, производство культурисĕр паянхи кун  ĕç производствин пысăк шайне çĕнсе илмен хĕн. Пĕр-пĕринпе курнăçса калаçни, йывăрлăхсене татса пама, тĕрĕс йышăнусем тума ирĕк парать. Культурăна куллен çӳле çĕклесе пырасси, чăннипех те  пирĕн республикăра çак ăнлав пĕлтерĕшлĕ тата вырăнлă. «Чăваш Ен тĕлĕнмелле чăннипех те илемлĕ çут-çанталăкпа, историпе мăн асаттемĕрсем парса хăварнă пуян йăли-йĕркипе, ĕçченлĕхĕпе, чун хавалĕпе, тата ытти несĕлсен вăй-хăвачĕсемпе. XXI-мĕш ĕмĕрте,  глобализаци тапхăрĕнче кăмăл-сипет пуянлăхне упраса хăварассишĕн тăрăшмалла, ăна çитĕнекен ăрăва мĕн кирлине сыхласа хăварса пĕтĕмпех памалла.   Асăннă пуянлăхсем, çывăх çыннăмăрсем  пĕрне-пĕри ăнланни, тăван тавралăха упраса хăварма, çын ĕçне хаклама май параççĕ. Енчен те паянхи çамрăксем çакна пĕтĕмпех ăнланса пырсан, Чăваш Енĕн пуласлăхĕ пирки нимĕн иккеленмесĕрех калама пулать. Хамăрăн республикăна ытларах ĕçлеме тата вăйлăрах илемлĕрех, пуянрах пулма хистет. Пĕрне-пĕри ăнланнине кура, экономика вăйланĕ, обществăн тăнăçлăхĕ çирĕпленсе пырĕ, ăна кура, çемьесенче сывă та кĕтнĕ, чунпа хавас ачасем çуралĕç!», - тесе вĕçленĕ хăйĕн Çырăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.



17 декабря 2013
14:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter