Пултаруллисене тупса палăртнă

«Чăваш апат-çимĕç продукчĕ – тутлă, таса, усăллă» районти ачасен ÿкерчĕксен конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ иртрĕ. Ăна йĕркелекенсем 50 ытла ĕç пăхса тухнă, ачасен пултарулăхне тишкернĕ. 1-2 классем хушшинче Элĕк шкулĕнче 2 «б» класра вĕренекен Ксения Иванова çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Галина Осиповăпа (Карачура шкулĕ) Ольга Александрова (Чăваш Сурăм шкулĕ) пайланă. 3-4 классем те активлăхпа палăрнă. Чăваш Сурăм шкулĕнче ăс пухакан Максим Данилов пĕрремĕш вырăна тухнă. 4 класри Анита Николаева (Юнтапа шкулĕ) – иккĕмĕш, 4 «а» класра пĕлÿ илекен Валентина Терентьева (Элĕк шкулĕ) виççĕмĕш пулнă. (Элĕк районĕ)



18 декабря 2013
09:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter