Элĕк районĕ: çемьесенче йыш ÿсет

Кăçалхи 11 уйăхра районти ЗАГС пайĕ çут тĕнчене килнĕ 173 пепкене шута илчĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта 195 ача çуралнăччĕ. Икĕ е тата та ытларах ачаллă çемьесен шучĕ ÿсет. Çакă ахальтен мар: ача çуралнăшăн паракан укçа виçи, çулталăк çурă тултарман пепкене пăхнăшăн тивекен пособи ÿснĕ тата ытти те.

Акă кăрлач-чÿк уйăхĕсенче 66 киле иккĕмĕш шăпăрлан килнĕ, 37 çемьере – виççĕмĕш, 11 çемьере – тăваттăмĕш, 3 килте улттăмĕш ачасем, 1 çемьере çиччĕмĕш ача çуралнă. Тин çуралнисенчен 79-шĕ – арçын ачасем, 94-шĕ – чиперккесем.

11 уйăхра 78 мăшăр пĕр çемьене пĕрлешнĕ (иртнĕ çул – 83 мăшăр). 70 арçынпа 66 хĕрарăм пирвайхи хут çемье çавăрнă, 8 арçынпа 12 хĕрарăм иккĕмĕш хут пĕрле пулма килĕшнĕ.

Кăçал 38 çемье уйрăлнă (иртнĕ çул – 43 уйрăлу). 325 çын вилнĕ, пĕлтĕр – 327 çын. Пурнăçран кайнă арçынсен вăтам пурăнаслăхĕ – 64 çул, хĕрарăмсен – 77 çул.

ЗАГС пайне пурнăç, çемье ыйтăвĕсемпе граждансем пĕрмаях килсе тăраççĕ. Тĕрлĕ документ çырмалла пулсан та эпир кашнин ыйтăвне туллин тивĕçтерме тăрăшатпăр. Халĕ электронлă меслетпе ĕçлетпĕр. Юлашки тапхăрта кăна электрон архивне унччен çырса пынă 109090 акт докуменчĕсене кĕртнĕ.



18 декабря 2013
09:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter