Шупашкарта Раççей Геройĕн, авиаци генерал-лейтенанчĕн Николай Гавриловăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе турнир уçăлнă

Раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Раççей Геройĕн,  авиаци генерал-лейтенанчĕн Николай Гавриловăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ турнира уçнă ятпа торжествăлла пулăма хутшăннă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн спорт керменĕнче иртнĕ церемоние хăй, Герой Николай Федорович Гаврилов, «Динамо» обществăн председателĕ Владимир Проничев, Раççейри Кĕрешӳ спорчĕн  федераци президенчĕ, Раççей тата СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ  Михаил Мамиашвили тата ытти сумлă хăнасем пуçтарăннă.  Михаил Игнатьев пухăннă спортсменсене саламланă май, Николай Гаврилов хăйĕн энергине çамрăк яш-кĕрĕме воспитани парас ĕçре  самай тăкнине, хамăрăн тăван çĕр-шывшăн мăнаçланса патриотизм туйăмне çуратма витĕм кӳнине асăннă, тĕнчешĕн юрăхлă та тивĕçлĕ граждансем пулса çитĕнме пулăшнине каланă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев спортсменсене пурнăçра çитĕнӳсем тума сĕннĕ, ирĕклĕ мелпе кĕрешӳ спорчĕ, характера, çĕнтерӳ тума, йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла утма ирĕк панине каланă. Пуçлăх çитес 2014 çулта, 10-мĕш юбилей турнирне Çĕнĕ Шупашкарта çĕнĕрен хута янă çăмăл атлетика спорчĕн базинче ирттерме сĕнсе хăварнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Раççей Геройне Николай Гаврилова çитĕнекн ăрăва воспитани парас, физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре пысăк тӳпе хывнишĕн Тав çырăвне парса чысланă. Унсăр пуçне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Михаил Мамиашвилие тата арми генералне Владимир Проничева Чăваш Республикин символикĕллĕ сехете парса сума суннă. Раççей Геройĕн, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕн, авиаци генерал-лейтенанчĕн Николай Гавриловăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ пĕтĕм Раççейри турнир 2005 çултан пуçласа республика статусне йышăннă. Икĕ кун, раштав уйăхĕн 17-18-мĕш кунĕсенче иртекен турнирта 200 яхăн чи вăйлă спортсмен хутшăнать. Çамрăксем хушшинче 11 комплект, арçынсем хушшинче 8 медаль пулĕ.  Çĕнтерӳçĕсене пурне те дипломсем, медальсем тата хаклă парнесем кĕтеççĕ. Хушма икĕ приз пама йышăннă, пĕри çĕнтерӳ патне ăнтăлнăшăн, тепри чи лайăх техника кăтартнăшăн тивĕçĕ. Тĕплĕнрех

 



18 декабря 2013
15:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter