Элĕк районĕ: хĕлле те ĕç пур

Крымсарайка ял тăрăхĕнче «Чăваш Енĕн ял хуçалăх продукчĕсем» общество ĕçлет. Кăçал пурĕ 110 гектар çинчен çĕр улми пуçтарса илнĕ, 20 гектар купăста каснă. Хальхи вăхăтра ку обществăра ĕçлекенсем çĕр улмие суйлаççĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» йĕпе-сапа вăхăтĕнче пухса кĕртнĕрен çĕрнисенчен тасатма тивет. Кунта пурĕ çирĕм икĕ çын тăрăшать. Кунĕпе 7-8 тонна çĕр улми суйлаççĕ, вăрлăх валли хатĕрлеççĕ. Туслă йышра ĕç ăнса пырать.

Ку обществора çĕр улми кăларнă вăхăтра 50 çынна яхăн уйра тăрăшнă. Ял ĕçченĕсем хĕрÿ тапхăрта уяр кунпа туллин усă курма тăрăшнă.

Çакна каламалла, «Чăваш Ен ял хуçалăх продукчĕсем» общество аталанса пыракансен йышĕнче.



18 декабря 2013
09:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter