Алексей Леонтьев: "Влаç нимĕн те тумасть тесе тиркекенсене Михаил Игнатьев Çырăвне кăранташпа чĕрсе вуламашкăн сĕнетĕп"
"Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Алексей ЛЕОНТЬЕВ Республика Пуçлăхĕн çырăвĕ пирки:
"Халиччен итленĕ Çырусенчи пекех Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пайăр ыйтусене пайăррăн, тĕплĕн хуравларĕ. Эпир нумай чухне çапла каланине илтетпĕр: пĕтĕмпех япăх, малашлăх уçăмсăр... Пĕртте ун пек мар. Паянхи хыççăн тепĕр хутчен ăнланса илмелле: пирĕн тăван республика аталаннă та, аталанать те. Кун пирки эпĕ пĕртте иккĕленместĕп. Нумай тĕслĕх илсе кăтартма пулать: фермер хуçалăхĕсен йышĕ ÿсет, ялта Европа шайĕнчи кирпĕч завочĕ уçăлчĕ, кайăк-кĕшĕк отраслĕнче ырă улшăнусем, Шупашкарта ăçта пăхатăн унта строительство кранĕсем. Театрсенче – премьерăсем, çĕнĕ кĕнекесем тухаççĕ. Демографи лару-тăрăвĕ лайăхланать.
Çитменлĕхсемсĕр мар паллах. Анчах ăçта мĕн япăххине пĕлетпĕр. Эппин, "диагноз" пур. Апла тăк – епле "сывалмаллине" те ăнланатпăр.
Влаç нимĕн те тумасть тесе тиркекенсене Михаил Игнатьев Çырăвне кăранташпа чĕрсе вуламашкăн сĕнетĕп. Вулаччĕр те – тĕрĕслеччĕр: чăнах та япăх-и е пурнăç малалла-и? Малалла!"