Çулсем юр-пăртан таса пулччăр

Хĕл ларсассăн çул-йĕре вăхăтра тасатса тăрасси чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Çак ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçласа пырассине сÿтсе явнă Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пынă канашлура. Унăн ĕçне «Чувашавтодор» УАО филиалĕн Вăрмарти çул-йĕрпе строительство организацийĕн, «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн, Вăрмар районĕнчи «Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх», «Водоканал» тулли мар яваплă обществăсен, «Павлов Л.А.» ИП представителĕсем хутшăннă. Çак организацисем район территорийĕнчи çулсене юртан тасатса тăрассипе ĕçлеççĕ. Канашлура пурте районта çулсене хĕллехи вăхăтра сапса тăма хăйăрпа тăвар хутăшĕ çителĕклĕ хатĕрленине палăртнă.

- Йышăннă йĕркепе килĕшÿллĕн çулсемпе тротуарсене юртан ирхине 7 сехет тĕлне тасатса пĕтермелле. Кашни çÿлерех асăннă организацисенче талăкĕпех дежурствăра техника тăмалла. Çынсем нимĕнле йывăрлăхсем те ан тÿсчĕр, - уйрăммăн палăртнă хăйĕн сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин. Çулсем таса та хăтлă пулсан çул-йĕр çинче аварисен йышĕ те чакĕ. (Вăрмар районĕ)

 



18 декабря 2013
09:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter