Ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе Пĕтĕм тĕнчери турнира килнĕ хăнасемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕл пулнă

Раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Геройĕн, авиаци генерал-лейтенанчĕн Николай Гавриловăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе иртекен турнира килнĕ сумлă хăнасемпе тĕл пулнă. Асăннă турнир раштав уйăхĕн 17-18 – мĕш кунĕсенче Шупашкарта иртет. Тĕл пулăва Герой Николай Федорович Гаврилов, Раççейри  кĕрешӳ спорчĕн федераци президенчĕ, Раççей тата СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ  Михаил Мамиашвили, «Динамо» обществăн председателĕ Владимир Проничев хутшăннă.  Республика Пуçлăхĕ çак кунсенче Чăваш Ене наци премине «Раççей регионĕ» номинацире пуçласа спорт тата физкультурăна аталантарас ĕçре пысăк витĕм кӳнĕшĕн сумлă хисепе çĕнсе илнĕ хыпар çинчен пĕлтернĕ. Чăваш Енре çулталăк каялла хута янă спорт комплексĕсене  Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсене, вĕсен ирĕкĕпе, куçарнине асăннă.  Ку пек йышăну туни,ачасемпе çамрăксем хушшинче спорта анлăрах сарма май панине палăртнă. Республика Пуçлăхĕ Чăваш Енре пурăнакан кашни иккĕмĕш çынна, спорта явăçтарма тĕллев лартнине каланă. Ку енĕпе республикăра пур услови те пуррине палăртнă. « Эпир тĕрĕс çул-йĕрпе пыратпăр, сывă та çирĕп çын ĕçре те, çемьере те пултаруллă, пурнăç çине те лайăх куçпа пăхать», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Ĕлĕкренех пыракан Чăвашсен спорт ăмăртăвĕ «кĕрешӳ» çынра мăнаçлăхпа ирĕклăх вăйне аталантарма май панине каланă. Раççей Геройĕ Николай Гаврилов палăртнă турнир çамрăксене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма витĕм кӳнине асăннă. Михаил Мамиашвили  Чăваш Енре пурăнакансене пурне те физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре пысăк витĕм кӳрсе «Раççей регионĕ» номинацие çĕнсе илсе премие тивĕçнĕ ятпа саламланă. Вăл спортри пысăк профессионалсемпе спорт пĕрлешĕвĕсен эксперчĕсем пысăк хака панă наградăн пуянлăхĕ çинчен уйрăммăн палăртса хăварнă. Раççейри Спорт кĕрешĕвĕн федераци президенчĕ  Чăваш Республикин Пуçлăхне кĕрешӳ спорчĕн тренĕрĕсен ĕçне хакласа витĕм кӳнишĕн тав сăмахĕ каланă. Владимир Проничев «Динамо» пĕрлешĕ мĕнлерех аталанса пыни çинчен чарăнса тăнă. Паянхи кун асăннă пĕрлешӳре 65 ушкăн шутланса тăрать, 40 стадион, 300 яхăн инфратытăм пулнине асăннă. Лондонра иртнĕ Олимп вăййисенче тивĕçнĕ 82 медальрен, 51-шне динамовецсем çĕнсе илнине асăннă, Сочире иртекен Олимп вăййисене 100 яхăн спортсмен кайма хатĕрленнине палăртнă. Тĕплĕнрех



18 декабря 2013
17:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter