Факел йăтса утĕç

Шупашкара Олимп çулăмĕ декабрĕн 27-мĕшĕнче çитет. Тĕп хуламăрăн паллă вырăнĕсем, урамĕсем тăрăх 160 çын факел йăтса 30 километр ытла утĕ, унта 300 ытла волонтер хутшăнĕ.

Факел йăтакансен йышĕнче пирĕн районти Эренар ялĕнче çуралса ÿснĕ, тĕнче класлă спорт мастерĕ, ХХХ Олимп вăййисене хутшăннă Альбина Майорова тата çăмăл атлетикăпа Раççейĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ Михаил Кузнецов пур. Вăл Яккушкăнь ялĕнче çуралнă.

Аса илтеретпĕр: Олимп вăййисем Сочире 2014 çулхи нарăсăн 7-23-мĕшĕсенче иртĕç.



18 декабря 2013
09:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter