Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хӑрушсӑрлӑх органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата  ветеранӗсем! 

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Тӑван ҫӗр-шывӑн стратеги интересӗсене хӳтӗлесси пысӑк ӑста­лӑхлӑ, яваплӑ тата хӑюллӑ пулма хистет.

Эсир обществӑри социаллӑ-политикӑлла стабильлӗхе тата Раҫ­­ҫе­й­ӗн кирек хӑш кӗтесӗнчех кашни ҫыннӑн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫ­терес енӗ­­пе пархатарлӑ ӗҫ тӑватӑр.

Хальхи самана Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫ­ченӗ­сен умне кӑткӑс тӗллевсем лартать, мӗн пур ӗҫрех сиртен уҫӑмлӑхпа килӗ­шӳл­ӗх, йышӑнусем тунӑ чухне вара опера­тивлӑ тата ҫирӗп кӑ­мӑл­лӑ пулма ыйтать. 

Эсир терроризмпа тата экстремизмпа кӗрешес енӗпе мал­ти ретре тӑратӑр, коррупципе тата каварлашса преступлени тӑвассипе пыракан кӗре­шӳри ҫитӗнӳ те ытларах сирӗн ӗҫ-хӗлрен килет.

Мухтавлӑ ӗҫшӗн, хастарлӑхшӑн, тивӗҫе парӑннӑшӑн тата тӑнӑҫ­лӑх­­­­­па килӗшӳлӗхе сыхласа хӑварас ӗҫри ҫирӗплӗхшӗн ветера­нсене уйрӑм­­мӑн тав тӑватӑп, вӗсен паха опычӗ хӑрушсӑрлӑх орга­нӗсен чи лайӑх йӑли-йӗркине тивӗҫлипе упрама пулӑшать.

Ҫирӗп сывлӑх, Тӑван ҫӗр-шывшӑн тӑвакан ӗҫӗрте ҫитӗ­нӳсем, те­лей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                М.В. Игнатьев

 



19 декабря 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter