Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Михаил Игнатьев канашлăва тытăниччен чи малтанах, чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче, Раççей Федерацийĕн мĕн пур субъекчĕ хушшинче  Раççей Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен çар управленийĕн органĕсем çар учетне йĕркелессипе ирттерекен смотр-конкурсра Чăваш Ен пĕрремĕш вырăн йышăннă ырă хыпара пĕлтернĕ. Республика Пуçлăхĕ муниципалитетсен ертӳçисене Раççей Президенчĕ лартнă тĕллевсене туллин пурнăçласа эффективлă ĕçлесе пынишĕн тав тунă. Михаил Игнатьев çамрăксене патриотла воспитани парас ĕç пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă, конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе çамрăксен обществăлла организацисен ĕçĕсенче анлăрах усă курмаллине асăннă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану мирнистрĕ Алла Самойлова инвалидсем, уйрăм категорисенчи ветерансене реабилитаци хатĕрĕсемпе тивĕçтернин ыйтăвĕсем çинчен чарăнса тăнă. Чăваш Ен территорийĕнче 88 пине яхăн сусăрланнă çын пурăнать, вĕсенчен 8 пине яхăн çын реабилитаци хатĕрĕсемпе усă курать. Алла Самойлова 2013 çулта Чăваш Республикин республика бюджетне  федераци бюджетĕнчен 151,87 млн. тенкĕ куçнине палăртнă. Асăннă укçа-тенкĕпе хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан хатĕрсене туяннă. Республика Пуçлăхĕ малашне те ку енĕпе ĕçе тăсмаллине палăртнă. Сусăрланнă çынсене хамăр енчен мĕн кирлине пĕтĕмпех туса пама тăрăшмалла. Тĕрлĕ заведенисенче вĕсене кĕрсе тухма ятарласа вырăнсене пăхсах тăмалла. Май килнĕ таран вăхăтĕнчех юсав ĕçĕсене те йĕркелесе ирттермелле. 2013 çулта нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсаса çĕнетес ятарлă программăпа йĕркелесе ирттернĕ ĕçсем çинчен Чăваш Республикин строительство министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Александр Герасимов каласа кăтартнă. 2013 çулта пурĕ нумай хваттерлĕ 119 çурта тĕпрен çĕнетсе юсанă. Вĕсене валли 266,6 млн. тенкĕ пăхса хăварнă пулнă. Программăна 22 муниципаллă пĕрлешӳ кĕрсе юлнă. Хальхи вăхăтра 98 процента яхăн ĕçсене пурнăçланă. Аван ĕçлекеннисем: Каçал ен, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Ельчĕк районĕсем тата Çĕмĕрле хули. Республика Пуçлăхĕ упранса юлнă укçа-тенкĕне хăвăртрах ĕçе кĕртме кирлине палăртнă. Малашлăхра нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен, çуртсене тĕпрен çĕнетсе юсама кашнин витĕм кӳме тивĕ. Уйрăм муниципалитетсенче ку ыйтупа ĕçлеме тытăннă та. Калăпăр, Çĕнĕ Шупашкарта хăш-пĕр çуртсенче пурăнакансем 50 процентне саплаштарма хатĕр пулни çинчен пĕлтернĕ. Паянхи канашлура федераллă тата республика шайĕнчи çулсен ыйтăвĕсене те пăхса тухнă. Çанталăк киревсĕр тăнă вăхăтра пĕтĕм службăн яланах хатĕр пулмаллине асăннă, кунне-çĕрне пĕлмесĕр вăй хумалли çинчен каланă. Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов Пĕтĕм тĕнчери XXIII опера фестивалĕн пĕтĕмлетӳ концерчĕ çинчен чарăнса тăнă. Асăннă мероприяти Шупашкарта чӳк уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен пынă. Михаил Игнатьев фествальсене ирттерме патшалăх енчен пулăшу парассине вăйлатма палăртнă. Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников патшалăх влаçĕсепе вырăнти хăй тытăмлăх влаç органĕсен Спартакаиадăн пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен чарăнса тăнă. Кăтартусем тăрăх, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци ушкăнĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, иккĕмĕш вырăна Чăваш Ен Спорт министерстви, виççĕмĕшне – Финанс министерстви тивĕçнĕ.



02 декабря 2013
15:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter