Раççей Федерацийĕн мĕн пур субъекчĕ хушшинче Раççей Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен çар управленийĕн органĕсем çар учетне йĕркелессипе ирттерекен смотр-конкурсра Чăваш Ен пĕрремĕш вырăн йышăннă

Чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тĕп çар округĕн штабĕн йĕркелӳпе мобилизаци управленийĕн ертӳçипе Александр Лиьнков генерал-майорпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ, çавăн пекех Раççей Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен çар управленийĕн органĕсем çар учетне йĕркелессипе ирттерекен смотр-конкурсра çĕнтернĕшĕн Раççей оборона министрĕн вымпелне Чăваш Республикине савăнăçлă лару-тăрура панă çĕре хутшăннă. Граждансене çар учетне илессине тата саппасри çынсене бронь парассипе йĕркелекен конкурса Раççей Федерацийĕн Правительствин Йышăнăвĕпе 2006 çулта çирĕплетнĕ. 2013 çулхи ака уйăхĕнче РФ Оборона министерствин тĕп конкурс комиссийĕ Чăваш Енре ĕçленĕ. «Конкурс комиссийĕн кăтартăвĕсем тăрăх Раççей Федерацийĕн мĕн пур субъекчĕ хушшинче Чăваш Ен пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Çак çитĕнӳ республика Правительствин, муниципаллă пĕрлĕхсен, администрацисен ертÿçисен, çар комиссариачĕн пайĕсен кулленхи тăрăшуллă ĕçне кăтартса парать. Пархатарлă ĕçшĕн тата тивĕçлипех пĕрремĕш вырăн йышăннăшăн Тĕп çар округĕн командующийĕ каланă тав сăмахĕсене сирĕн пата çитеретĕп», – тенĕ Александр Линьков. Çамрăксене патриотла воспитани парассине Чăваш Ен ертӳçисем сăмахпа мар, чăн ĕçре кăтартса панине палăртнă вăл. «Çар сборĕсене тата «Зарницăпа» «Орленок» çамрăк армеецсен финалти вăййисене пуçлăх хăй хутшăнакан регион Раççейре сахал», – тенĕ Тĕп çар округĕн штабнĕ йĕркелӳпе мобилизаци управленийĕн ертӳçи. Михаил Игнатьев çарпа патриотизм воспитанийĕ парасси паян пысăк пĕлтерĕшлĕ пулине çирĕплетнĕ. «Паттăр ĕçĕсемпе чапа тухнă çынсем Раççей Федерацийĕн тивĕçлĕ гражданĕсене çитĕнтерес ĕçре тĕслĕх пулса тăраççĕ. Раççейре çирĕплĕх пур, ку вара кашнинех ыранхи куна шанăçпа пăхма май парать», – палăртнă республика Пуçлăхĕ. Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен çар учечĕпе çыхăннă ыйтусене татса парас ĕçе хастар хутшăннăшăн Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата Канаш район админитсрацийĕн ертӳçине Владислав Софронова РФ оборона министрĕн ятран паракан алла çыхмалли сехечĕпе наградăланă. Смотр-конкурса Чăваш Республикинчи çар учетне йĕркелесе пыракан пур хулапа ял тăрăхĕн администрацийĕ те хутшăннă. Конкурс комиссийĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Раççей оборона министрĕн 2013 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче кăларнă 479-мĕш номерлĕ приказĕпе килĕшӳллĕн пĕрремĕш вырăна Чăваш Республикине панă, иккĕмĕш вырăнта – Ставрополь крайĕ, виççĕмĕшĕнче – Тамбов облаçĕ. Тĕплĕнрех



02 декабря 2013
13:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter