Чăваш Республикин патшалăх влаç органĕсем, вырăнти хăйтытăмлăх влаç органĕсем хушшинче йăлана кĕнĕ тăрăх иртекен XII-мĕш Спартакиадăн финал ăмăртăвĕсем иртрĕç

Чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Хастар» физкультурăпа спорт комплексĕнче Чăваш Республикин патшалăх влаç органĕсем, вырăнти хăйтытăмлăх влаç органĕсем хушшинче йăлана кĕнĕ тăрăх иртекен XII-мĕш Спартакиадăн финал ăмăртăвĕсем иртрĕç, командăсем хушшинче чи вăйлă ушкăнсене тупса палăртма ирĕк пачĕ. Мероприятие пынă спортсменсем тăватă тĕслĕ спорт ăмăртăвĕсенче тупăшрĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ушкăнĕ çивĕч тупăшусенче пурне те хыçа хăварса шывра ишессипе, дартс тата волейбол вăййисенче пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Стритбол вăййинче Чăваш Республикин спорт министерствине çитекенни пулмарĕ. Вĕсем хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн команди иккĕмĕш вырăна, «кĕмĕл» медале тивĕçрĕ.



02 декабря 2013
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter