Пĕтĕм тĕнчери XXIII опера фестивалĕ гала-концертпа вĕçленнĕ

Чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Пĕтĕм тĕнчери XXIII опера фестивалĕн пĕтĕмлетĕвĕн концертĕнче пулнă. Асăннă мероприятийĕн пуçламăшĕ Шупашкарта  Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче, ентешĕмĕр, СССР халăх артисчĕ Максим Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери XXIII опера фестивалĕ чӳк уйăхĕн 22-мĕшĕнче итальян композиторĕн Дж. Вердин «Отелло» оперипе уçăлнă пулнă. Гала-концерта халăхсем хушшинче иртнĕ конкурс çĕнтерӳçисем хутшăннă. Вĕсем хушшинче: опера юрăçисем - Монголирен, Китайран, Раççейри тĕрлĕ татрсенчен. Пухăннă сцена ăстисем  тĕнче классикĕсен - Моцарт, Верди, Роççей, Пуччин, Чайковский, Рахманинов тата ыттисен оперăсен чи вăйлă  сыпăкĕсене кăтартса панă. Ютран килнĕ паллă солистсем чăннипех те пурне те тыткăна илнĕ. Гала-концерт вĕçленнĕ хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ музыка искусствин ăстине нумай çул пултарулăх ĕçĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн артист-вокалистне Иван Снигирева наградă парса чысланă. Ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ ята панă.

Палăртса хăвармалла: кăçалхи фестиваль ыттисенчен уйрăларах тăрать. Ăна чаплă композитор çуралнăранпа - 200, ентешĕмĕр кун çути курнăранпа 120 çул çитнине халалланă. Уява премьерăпа кĕтсе илесси те йăлана кĕрсе çирĕпленнĕ.

Тĕплĕнрех



02 декабря 2013
09:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter