Шупашкарта регион шайĕни пĕрремĕш конференцире энергие перекетлес ыйтăва пăхса тухнă

Раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин энергие перекетлес тата унăн эффективлăхне ӳстерес ыйтусемпе регионти пĕрремĕш конференцийĕн ларăвне хутшăннă. Иван Моторин хăйĕн ум сăмахĕнче юлашки çулсенче Раççей Федерацийĕнче тата Чăваш Енре те энергоэффективлăх çине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă. Чăваш Республикинчи кашни предприятире электроэнергие перекетлессипе хăйсен уйрăммăн программа йышăннине асăннă. Ăна пула, электричество енĕпе пĕчĕк тăкак тӳссе таварсене кирлĕ чухлĕ калăпласа кăларнине палăртнă. Тепĕр тесен, ют çĕр-шывсенче кăларакан таварсенчен нимĕнпе те уйрăлманнине каланă. Чăваш Енре электричество перекетлес ыйтупа Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков тĕплĕн паллаштарнă. Конференци ĕçĕнче Чăваш Республикинче электричество энергине перекетлес тата ăна упрама майсем тупса парас енĕпе чи лайăх проект хатĕрленĕ студентсемпе шкул ачисене çĕнтерӳçĕ ята илнĕ ятпа Хисеп хучĕсем парса чысланă. Тĕплĕнрех



20 декабря 2013
15:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter