Раççей Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсен кунне халалласа торжествăлла майпа пуху иртнĕ

 Раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей  Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫ­ченӗ­сен кунне халалласа  торжествăлла майпа ирттернĕ пухăва хутшăннă. Хăйĕн салам сăмахĕнче Михаил Игнатьев Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫ­ченӗ­сем Тӑван ҫӗр-шыва тивĕçлипех хӳтĕленине,   Чăваш Енĕн обществӑри социаллӑ-политикӑлла стабильлӗхе тата Раҫ­­ҫе­й­ӗн кирек хӑш кӗтесӗнчех кашни ҫыннӑн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫ­терес енӗ­­пе пархатарлӑ ӗҫ тунине палăртнă. «Эсир терроризмпа тата экстремизмпа кӗрешес енӗпе мал­ти ретре тӑратӑр, коррупципе тата каварлашса преступлени тӑвассипе пыракан кӗре­шӳри ҫитӗнӳ те ытларах сирӗн ӗҫ-хӗлрен килет. Ушкăнпа тăвакан преступление чарас ĕçре те курăмлăн ĕçлесе пыни куç кĕретех. Эпĕ нимĕн иккеленмесĕрех палăртма пултаратăп, тăнăçлăх пĕр тĕллевпе çирĕпленсе тата упранса пырать, чăваш çĕрĕ çинче пурăнакан республикăри кашни çын е тата Раççей Федерацийĕн пур гражданĕ те ыранхи куна яланах шанса пурăнчĕр», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Мухтавлӑ ӗҫшӗн, хастарлӑхшӑн, тивӗҫе парӑннӑшӑн тата тӑнӑҫ­лӑх­­­­­па килӗшӳлӗхе сыхласа хӑварас ӗҫри ҫирӗплӗхшӗн ветера­нсене  тав тунă, Федерацин хăрушсăрлăх службин Чăваш Республикинчи управленийĕн çар служащийĕсене ĕçре хастар тата уйрăммăн палăрнишӗн Тав çырăвĕ тата сехет парса чыс тунă. Тĕплĕнрех



20 декабря 2013
14:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter