Йĕпреç районĕ: хăнара – Шупашкар артисчĕсем

Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, юрă-ташă – чун уççи. Раштав уйăхĕнче Смычка клубĕнче Анатолий Никитин композитор ертсе пыракан «Янташ» эстрада ушкăнĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Ирçе Çармăс шкулне 60 яхăн, Смычка клубне 80 çын ытла концерт курма килчĕç. Сцена çинче Анатолий Никитин кĕвĕленĕ çĕнĕ тата халăхра анлă сарăлнă юрăсем янăрарĕç. Куракансене уйрăмах Анатолий Никитинпа унăн мăшĕрĕ Надежда Никитина шăрантарнă юрăсем хаваслантарчĕç. CD тата DVD дисксем илме кăмал тунисем те йышлăн пулчĕç. Халăх артистсене ура çине тăрса тăвăллăн алă çупса тав турĕ. Куракансем питĕ кăмăллă юлчĕç.



20 декабря 2013
17:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter