Элĕк районĕ: тĕл пулура - тĕрлĕ ыйту

Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П.Павлов Мартынкасси клубĕнче ял çыннисемпе хăш-пĕр ыйтусене сÿтсе явас тĕлĕшпе пуху пухрĕ. Район администрацийĕн ĕç тăвакан пайĕн пуçлăхĕ З.Федоров та тĕл пулăва хутшăнчĕ, сăмах каларĕ. Урамсене çутăпа тивĕçтерес, малтанхи лампочкăсене ылмаштарас тĕллевпе халăхран 300 тенкĕ укçа пухасси çинчен калаçрĕç. Ку сĕнÿпе ял çыннисем килĕшрĕç. Староста ĕçĕсене туса пыма малтан пулнă Ю.Михайловах çирĕплетрĕç. «Пурнăç çулĕпе» хаçатра «Кама ĕненмелле-ши;» ятпа пичетленсе тухнă статьяна сÿтсе яврĕç. Ку ыйтупа автор калаçрĕ. П.Павловпа З.Федоров хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç. Пухура статьяна ырларĕç. Çавнашкалах пуçлăхсем ял çыннисен ыйтăвĕсем çине хуравсем пачĕç.

В.АРХИПОВ, ĕç ветеранĕ.



23 декабря 2013
09:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter