«Новая скорая и неотложная помощь» АНО тата Чăваш Ен хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ

Раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата «Новая скорая и неотложная помощь» АНО исполнительнăй директрĕ Илья Ковалев Килĕшӳ хутне алă пусса çирĕплентнĕ. Килĕшĕве çирĕплетнĕ май, медицина пулăшăвĕ паракан службăна васкавлă пулăшу памалли машинăсемпе тивĕçтересси ыйтусене пăхса тухма палăртса хунă. Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕн штатĕнче сестрасемпе врачсен персоналĕ пĕтĕмпех сыхланса юлĕ, вĕсене тытса тăма укçа-тенкĕ енчен пĕтĕмпех медицина страхованийĕн фондĕнчен тивĕçтерме палăртнă. Халăха укçасăр медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси кирлĕ пех пĕтĕмпех упранса юлĕ. «Тĕп фактор вăл республикăри пурăнакансене кирлĕ пек медицина пулăшăвĕсем парса тивĕçтересси», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Çĕнĕ васкавлă пулăшу» проекта пурăçа кĕртни васкавлă медицина пулăшăвĕ парас ĕç-хĕлте оптимизаци тума ирĕк парать, автопарк ыйтăвĕсене те татса пама меллĕ, регионти бюджетран укçа-тенкĕ хывмасăрах ыйтăва кирлĕ пек пурнăçлама шантарать. 2014 çулта Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕ памалли учрежденисем валли  çĕнĕ 50 автомашина туянма палăртса хунă.

Тĕплĕнрех



23 декабря 2013
08:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter