Олимп çулăмĕн эстафети – пысăк уяв

Чăваш енре Олимп çулăмĕн уявне пурте чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Эстафетăччен 6 кун кăна юлчĕ.

Олимп вăййисен тĕп символĕ кăнтăрла 12 сехетре чукун çул вокзалĕнче старт илĕ. Унтан хулан тĕп урамĕсемпе çула тухĕ: Ленин проспекчĕ, Андриян Николаев, Калинин, Текстильщиксен, Зоя Яковлева, Иван Франко урамĕсем, Юхан шывçăсен тÿремĕ, Константин Иванов урамĕ, Мускав, Максим Горький проспекчĕсем, Университет, Павлов мичман, Гузовский, Чул хула урамĕсем, Президент тата Электроаппаратчиксен бульварĕсем, Карл Маркс, Гагарин, Чапаев, Çĕрпÿ урамĕсем (тĕплĕнрех хула администрацийĕн сайтĕнче паллашма пулать). Çавăн пекех хулари паллă вырăнсенче те пулĕ: Çĕнтерÿ паркĕ, юхан шыв порчĕ, Анне палăкĕ, кÿлмек хĕрри.

Эстафета виçĕ тапхăрпа иртĕ. Пĕрремĕшĕ – чукун çул вокзалĕнчен пуçласа Чăваш патшалăх университечĕн çурçĕр-хĕвел анăç районĕнче вырнаçнă корпусĕ патне çитиччен. Иккĕмĕшĕ – тĕп тапхăрсенчен пĕри – Хĕрлĕ лапам. Олимп çулăмне унта çуна çинче ларакан Хĕл Мучипе унăн хуралçисем илсе килĕç. Чăваш патшалăх драма театрĕ умĕнче чаплă концерт иртĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем Хĕл Мучипе пĕрле зарядкăна тăрĕç, çĕршывĕпе палăрнă трактор-шоу çынсене тимĕр «урхамахсен» ăсталăхĕпе тĕлĕнтерĕ. Юлашки тапхăр – «Олимпийский» стадион, унта 18 сехетре пысăк та савăнăçлă уяв пуçланĕ.

Çулăма пĕрремĕш йăтма Олимп чемпионкине Елена Николаевăна шаннă. Стадионта вара çулăма Олимп чемпионĕ, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Владимир Воронков чĕртĕ. Вĕсемсĕр пуçне Олимп вăййисен тĕп символне 161 çын йăтĕ. Вĕсен йышĕнче РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, «Раççей-2» телеканалăн комментаторĕ Ольга Богословская та пур.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ 10 сехетрен пуçласа 22 сехетчен эстафета иртекен çулсемпе автомобильсене тата общество транспортне вăхăтлăха çÿреме чарасси çинчен йышăну кăларнă. Çавăнпа йĕркелÿçĕсем çул çине автомобильсĕр тухма ыйтаççĕ, çавна май раштавăн 27-мĕшне çуран çÿремелли кун тесе палăртнă.



23 декабря 2013
15:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter