Элĕк районĕ: ăнăçлă хÿтĕленĕ

Нумаях пулмасть Шупашкарта «Эткер» шкул тулашĕнчи ĕçсен Центрĕнче экологипе ХХ республикăри наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Çак паллă юбилейлă мероприятие пурĕ вун икĕ районти тата икĕ хулари пултаруллă вĕренекенсем хутшăннă. 113 шкул ачи 88 тĕпчев ĕçĕ тăратнă. Вуннăмĕш классем хушшинче Элĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пĕлÿ илекен Наталья Волкова тĕпчев ĕçĕ хатĕрленĕ. Хĕр ача «Геологи тĕпчевĕ» секцире хăйĕн ĕçне ăнăçлă хÿтĕлесе виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Н.Волкова кунпа çеç лăпланса ларасшăн мар-ха. Малалла та пултарулăхпа ăсталăха аталантарса пырса конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнма ĕмĕтленет.

С.ПЕТРОВА.



23 декабря 2013
09:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter