Кремле - Елкăна

Районти тăрăшуллă та пуçаруллă ачасене вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех тĕрлĕ енлĕ хавхалантарасси йăлана кĕнĕ. Кăçал Хĕл Мучин чи пысăк парнине Элĕкри вăтам шкулта саккăрмĕш класра вĕренекен Дарья Никифорова тивĕçрĕ. Вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыракан, шкулти ытти мероприятисенче хастар хутшăнакан хĕрача Кремльти Елкăна кайĕ. Районти 6 ачаран ăна суйласа илтĕмĕр. Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен Çĕнĕ çул елки Мускавра раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче иртет, унта Чăваш Ен делегацийĕ те хутшăнать. Кремльти Паркет залĕнче тăрăшуллă вĕренекенсем тĕрлĕ конкурссенче хăйсене тĕрĕслĕç, театрализациленĕ спектакльсем курса савăнĕç. Хĕл Мучипе Юр пике парнисемсĕр те юлмĕç.

(Элĕк районĕ - Л.КУЗНЕЦОВА, районти вĕренÿ пайĕн методисчĕ).



23 декабря 2013
09:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter