Вăрнар районĕ: чăваш чĕлхин ăс-хакăл вăййинче

Ытлари кун районта чăваш чĕлхипе тата литературипе олимпиада иртнĕ. Унта наци тата вырăс шкулĕсенчи 7–11-мĕш классенче вĕренекенсем тупăшнă.

Район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ Роза Васильевна Федорова ăс-хакăл тупăшăвĕнче шкул ачисем яланхиллех хастар пулнине палăртрĕ. Чĕлхене 7-мĕшсем 27-ĕн, 8-мĕшсем 23-ĕн, 9-мĕшсем 31-ĕн, 10-мĕшсем 23-ĕн, 11-мĕшсем 17-ĕн шĕкĕлченĕ.

Чăваш шкулĕсенчен ку предмета Туçи Çармăсри Снежана Филиппова (учителĕ Л.Н.Никифорова), Шĕнер Ишекри Екатерина Захарова (Р.Т.Степанова), Кăмашри Клара Семенова (Г.А.Григорьева), Кĕçĕн Кипекри Кристина Иванова (Н.П.Иванова) тата Санарпуçĕнчи Анастасия Иванова (И.Г.Семенова), вырăс шкулĕсенчен Вăрнарти 2-мĕш шкулти Анастасия Ермошкина, Снежана Ермошкина (Э.А.Христофорова), Елизавета Васильева (А.И.Ефремова), Калинино шкулĕнчи Татьяна Андреева тата Ольга Ластухина (А.В.Яшнова) пуринчен лайăх пĕлнине кăтартса панă.

Призерсен йышĕнче çавăн пекех Ярмушкари, Уравăшри, Туçи Çармăсри, Вăрманкасри, Кăмашри, Хăмăшри, Санарпуçĕнчи, Туçи Мăратри, Кĕçĕн Кипекри, Вăрман Кипекри, Çĕрпелти, Пăртасри, Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Кульцаври, Калининăри шкулсенче вĕренекенсем.



23 декабря 2013
15:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter