Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Мотрин Правительсто членĕсемпе тата тĕрлĕ служба пуçлăхĕсемпе ĕçлĕ планерка ирттернĕ. Патшалăх ĕç инспекцийĕн ертӳçи Валентин Воронов ĕç саккунĕн йĕркисем мĕнлерех пурнăçланса пынин ыйтăвĕсем çинчен чарăнса тăнă, йĕркелесе ирттернĕ тĕрĕслев ĕçĕсен кăтартăвĕсемпе паллаштарнă.  Автотранспортпа стороительство тытăмĕнче тимлекен организацисен ĕç-хĕлне тишкерсе тухнă, 48 организацире ют çĕр-шыв çыннисене ĕçе явăçтарнин, ĕç сыхлавĕпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухса тишкернĕ. Тĕрĕслев ĕçĕсем тăрăх, ĕç йĕркине пăснă 507 тĕслĕх тупса палăртнă, 67 предписани парса хăварнă. Йĕркене пăснине кура, должноçре тăракан 57 çынна тата 2 хăй халлĕн ĕçлекен организацисене административлă майпа явап тыттармалла тунă, пĕтĕмпе 343,8 пин тенкĕллĕх тӳлеттерме йышăнса хăварнă. Правительство членĕсем Раштав тата Çĕнĕ çула кĕтсе хатĕрленӳ ĕçĕсен ыйтăвĕсем çинчен чарăнса тăнă. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов çулсеренех Çĕнĕ çул уявĕсенче, республикăри 187 пин ача хутшăнни пирки палăртнă. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче, раштав уйăхĕн 25-30-мĕш кунăсенче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн елкисем ачасем валли иртни çинчен каланă. Кун йышши мероприятисем 4 хутчен йĕркелеме палăртнă. Хĕллехи Çĕнĕ çул кану кунĕсенче ФСК, тĕрлĕ спорт шкулĕсенче, вĕренӳ учрежденийĕсенче, библиотекăсемпе ытти кану вырăнĕсенче спортпа тĕрлĕ вăйăсем ирттерме палăртнă. Ачасемпе аслисем валли пур услови те çителĕклĕ таран хатĕрлесе çитернине асăннă. Иван Моторин уявсенче халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче йĕркене çирĕп тĕрĕслесе тăмалли çинчен асăрхаттарса хăварнă. Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн Председателĕ Вениамин Петров  халăха тĕрлĕ инкексенчен асăрхаттарас ыйтусем çине тимлĕх уйăрма каланă. Вăл палăртнă тăрăх, яланхиллех Çĕнĕ çул уявĕсенче кану тапхăрĕнче инкек пулнă тĕслĕхсем ытларах ӳссе кайнине асăннă. Çынсем вăхăтсăр пурнăçран уйрăлаççĕ. Калăпăр, 2012 çул раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа 2013 çул  кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕччен пурĕ 51 пушар пулнă, вĕсенче 7 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Чăваш Енри ГКЧС Председателĕ уявсенче тимлĕхе çухатмалла маррине чĕнсе каланă. Олимп çулăмĕн эстафетине кĕтсе, йĕркелӳ ĕçĕсем çинчен Чăваш Республикин спорт министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Сергей Шелтуков каласа кăтартнă. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.

 



23 декабря 2013
11:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter