Фермерăн ĕçĕпе паллашрĕç

Шкулăн тĕп тĕллевĕ вĕренекенсене тĕрĕс çул шыраса тупма вĕрентесси пулса тăрать. Мăн Ямаш шкулĕнче ачасен профориентаци енĕпе планпа килĕшÿллĕн ĕçсем пыраççĕ: класс сехечĕсем, професси çинчен ирттернĕ калаçусем, шкултан вĕренсе тухнисемпе тата тĕрлĕ вĕренÿ заведенисенчи преподавательсемпе тĕл пулусем.

Тăххăрмĕш класра вĕренекенсем С.Волковăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче пулчĕç. Географи учителĕ И.Белецкая профориентаципе элективлă курс ертсе пынăран ачасене экскурсие илсе килнĕ. Шкул ачисем хуçалăхри ĕçсемпе паллашрĕç. Вĕсем ялти çамрăксемшĕн хуçалăх ĕçĕ чи кирли тата актуаллă пулнине çирĕплетрĕç. Сăмах май, С.Волков «иккĕмĕш çăкăр» туса илессипе ăста ĕçлекенсенчен пĕри шутланать. Унăн хуçалăхĕ Мăн Ямашра вырнаçнă. (Элĕк районĕ)



23 декабря 2013
09:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter