Тăвай районĕ: ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен Канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ

Ĕнер район администрацийĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен Канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке ертсе пынă.

Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсене кăлтăксемсĕр ирттерсе ярас, уяв мероприятийĕсене хăрушсăрлăх мерисемпе тивĕçтерес, пурнăçра куллен кирлĕ службăсен ĕçне татти-сыпписĕр йĕркелес ыйтусем кун йĕркинче тĕп вырăн йышăннă. Ларура полицин районти уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Б.Борисов, надзор ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕн начальникĕ В.Михайлов, Тăвайри газ участокĕн начальникĕ В.Семенов, Тăвайри РЭС начальникĕ Т.Иванов, тулли мар яваплăхлă “Энергосеть” общество директорĕ Г.Сергеев, районти больницăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова уяв кунĕсенче харпăр хăйне шанса панă участоксенче ĕçе мĕнле йĕркелесси çинчен каласа панă. Владимир Алексеевич эрнен кирек хăш кунĕнче те, талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те районта пулма пултаракан кирек мĕнле аварие, чрезвычайлă лару-тăрăва пур службăн та оперативлă сирсе яма хатĕр пулмаллине палăртнă.

Муниципалитетăн пушар хуралĕ вут-кăвар инкекĕпе хĕллехи вăхăтра кĕрешме мĕнле хатĕрленни çинчен Элпуç, Тăрмăш, Тĕмер тата Тушкил ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем каласа кăтартнă.

Ларура çавăн пекех урамсемпе çулсене, тротуарсене юртан вăхăтра тата кирлĕ пек тасатса тăрассине пĕлтерĕшлĕ тĕп задачăсен шутĕнче асăннă. Уявсем пур çĕрте те çÿллĕ шайра, чăрмавсемсĕр иртчĕр. Уяв мероприятийĕсемпе райадминистрацин социаллă аталанупа архив пайĕн начальникĕ Н.Чайкина паллаштарнă. Районăн тĕп елкине декабрĕн 26-мĕшĕнче ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕнче 14 сехетре уçаççĕ.



24 декабря 2013
10:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter