Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Атăл тăрăхĕнчи казаксен обществин атаманĕпе, полковникĕпе Юрий Ивановпа тĕл пулнă

Раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Самара облаçĕн Правительствин Председателĕн çумĕпе – департамент ертӳçипе, Атăл тăрăхĕнчи  казаксен обществин атаманĕпе, полковникĕпе Юрий Ивановпа пĕрле ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ.  Юрий Иванова асăннă обществăн атаманĕ пулма чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче 2013 çулта суйласа лартнă. Хальхи вăхăтра Атăлçи федераллă округа кĕрекен регионсене ĕçлĕ çул çӳревпе çӳреме палăртса хунă, хăйсен, казак çыннисен ĕçĕсемпе паллашма тĕллев лартнă. Михаил Игнатьевпа ирттернĕ тĕл пулура Чăваш Енре казаксен ĕç-хĕлĕн эффективлăхне сӳтсе явнă, малашнехи çул-йĕрсене пăхса тухса килĕштерсе ĕçлесси пирки канашланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче палăртнă приоритетсенчен пĕри вăл – обществăлла политика лару-тăрăвĕн тăнăçлăхне упраса хăварасси тесе асăннă. «Паянхи кун вăл чи пахи – халăхсем пĕр-пĕрин хушшинче ăнланса, килĕшсе пурăнни», - тенĕ Михаил Игнатьев.

 Тĕплĕнрех



24 декабря 2013
16:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter