Ишлейри пысăк вольтлă хатĕрсем кăларакан завод çумĕнче 3№-лĕ производствăн корпусне хута янă

Раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ишлейре пысăк вольтлă хатĕрсем кăларакан завод çумĕнче 3№-лĕ производствăн корпусне хута янă пулăма хутшăннă. Çĕнĕ корпуса ĕçе кĕртнĕ ятпа ĕç коллективне саламланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ял тăрăхĕсенче пысăк производствăлла ĕç вырăнĕсенче кирлĕ пек ĕç укçипе тивĕçтерни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. «Зводра чăннипех те ĕçлеме пĕлекен çынсем сахал мар, вĕсем ыранхи куна шанса яланах тăрăшса вăй хурса ĕçлеççĕ», - тенĕ вăл. Республика Пуçлăхĕ паянхи рынокра ыйтакан таварсене ытларах калăпласа кăларма сĕннĕ, çĕнĕ производствăна пăхса çаврăннă, кунта ĕçлекенсемпе курнăçса калаçнă. Завод калăпласа кăларакан таварсене электричество сечĕсем ытларах ыйтаççĕ, вăл шутрах металлургипе хими комбиначĕсем, тусенче, нефтьпе газ кăларакн компанисем, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕнче тимлекенсем тата ытти тытăмсенче ĕçлекенсем уйрăмах усă кураççĕ. Производствăн çĕнĕ калăпăшĕ, Раççейре пысăк вольтлă аппаратурăсем кăларакансенчен пĕри. Корпуса пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе пуянлатнă. Ĕç вырăнĕсене те пĕтĕмпех çĕнĕ пысăк технологиллĕ хатĕрсепе тивĕçтернĕ. Предприятинче 359 çын вăй хурать. «ИЗВА» ООО генеральнăй директорĕ Юрий Попенов пĕлтернĕ тăрăх, проекта пурнăçа кĕртес тесе 50,4 млн. тенкĕллĕх инвестици хывнине каланă. 2013 çулта 10 уйăх хушшинче туянакансене таварпа 412,8 млн. тенкĕлĕх тивĕçтернĕ.

 Тĕплĕнрех



24 декабря 2013
16:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter