Михаил Игнатьев Трентино хулинче Универсиадăра 3 медале тивĕçнĕ Шупашкарăн биатлонисчĕпе Татьяна Семеновăпа тĕл пулнă

Раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Италире Трентино хулинче ирттернĕ Универсиадăра виçĕ медале тивĕçнĕ, пĕри – ылтăн, ăна хутăш эстафетăра, иккĕшĕ бронза медаль: пĕрне – спринт, теприне йĕрлесе тупса чупассипе çĕнсе илнĕ Шупашкар биатлонисчĕпе Татьяна Семеновăпа тĕл пулнă. Республика Пуçлăхĕ спортсменкăна çĕнтерӳ тунă ятпа саламланă, Чăваш Енĕн биатлонра мала тухма шанăç пурри çинчен палăртнă. Ку паллах, пурне те савăнтарать. Вăл çавăн пекех пуласлăхра чăвашсен пухмачĕнче наградăсен шучĕ курăмлăнах ӳссе пырасси пирки нимĕн иккеленмесĕрех каланă. «Чăваш Ен спортпа туслă вăйлă Раççейри регион ятне пирĕн çухатмалла мар, ăна çулсеренех çӳллĕ шая çеç çĕклесе пымалла», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Татьяна Семенова ăмăртусенчи самантсем çинчен чарăнса тăнă. «Эпĕ хамăн спортри кăтарусемпе чăнласах та кăмăллă, кĕтмен çĕртен ăнăçу, çапах та эпĕ шансах тăнă, лайăх кăтартусемпе хама вĕрентнĕ тренерсене, маншăн «çунакансене» савăнтарасса», - тенĕ . Италире Трентино хулинче 2013 çулта XXVI Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи Универсиадăра ăнăçлă ăмăртса хисепе тивĕçнĕшĕн,  Татьяна Семеновăна тата унăн тренерне пĕр хутчен укçан парса пулăшмалли тата уйăхсерен памалли укçа-тенкĕн сертификачĕсене Михаил Игнатьев парса хисеп тунă.  Республика Пуçлăхĕ Татьяна Семеновăна ăнăçусем суннă, спортра тата та пысăк çитĕнӳсем туса тăван ене килме сĕннĕ. Тĕплĕнрех



24 декабря 2013
17:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter