Муркаш районĕ: шкулти апатлану лайăхланĕ

Шкул çурчĕсене юсаса çĕнетни, çĕнĕ оборудовани вырнаçтарни ачасен вĕренÿ процесĕ çине лайăх витĕм кÿнине хирĕçлеме çук. Çакăнпа пĕрлех ачасем шкулта мĕнле апатланаççĕ-ха; Шкулсенче пурте вĕри апат çиеççĕ-и; Ку та пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен апатлану ачан ăс-тăн тата ÿт-пÿ аталанăвĕпе тачă çыхăннă. 

Çак ыйтусене район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ З. ДИПЛОМАТОВА уçăмлатса пачĕ:

- Шкул столовăйĕсенчи апат блокĕсене оптимизацилемелли программăпа килĕшÿллĕн кăçал Йÿçкассинчи, Чуманкассинчи, Юнкăри тата Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулсенчи столовăйсене юсаса çĕнетме май килчĕ. Çакна валли вырăнти бюджетран 800 пин ытла тенкĕ тăкакланă, унта валли сĕтел-пукан туянма - 707 пин ытла тенкĕ. Столовăйсенче апат-çимĕç пĕçермелли оборудование 4194225  тенкĕлĕх вырнаçтарнă. Çак укçа-тенкĕне федераци бюджетĕнчен уйăрса панă.

Паянхи куна вĕренекенсен 98 проценчĕ шкулта апатланать. Пуçламăш тата вăтам сыпăксенче вĕренекенсем 100 проценчĕпех вĕри апат çиеççĕ, икĕ проценчĕ - аслă классенче вĕренекенсем, вĕсенчен хăшĕ-пĕри шкулпа çывăх пурăннăран пысăк тăхтав вăхăтĕнче килте апатланма кăмăллаççĕ.

Апатлану вăтамран кунне 25-30 тенкĕпе танлашать. Кунта ирхи иккĕмĕш апатланупа кăнтăрлахи апат кĕреççĕ. Çак хак шкулсем хăйсен сăнавлă участокĕсенче тата хушма хуçалăхсенче  пахча çимĕç туса илнĕрен йÿнĕрех. Вĕренÿ учрежденийĕсем апат-çимĕçе индивидуаллă предпринимательсемпе килĕшÿ туса ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви палăртнă хаксемпе туянаççĕ. Апат-çимĕç туянас енĕпе пирĕн учрежденисен ыйту тухса тăмасть. Ĕçе йĕркене кĕртнĕ ĕнтĕ.

Кашни шкултах поварсем çителĕклĕ. Кăçал кĕркунне пур повар та, вĕсен пулăшаканĕсем те ятарлă курссенче вĕренчĕç. ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви тунă килĕшÿ тăрăх Шупашкарти апатланупа коммерци техникумĕ вырăна тухса курссем йĕркелерĕ. Вĕсем тÿлевсĕр иртрĕç. Эпир курса тăнă тăрăх та, поварсем хăйсем каланă тăрăх та - пĕр эрне питĕ усăллă иртрĕ.

Малашне эпир апатлану ассортиментне пуянлатассипе ĕçлеме тытăнатпăр. «Шведский стол» мелне шкулти апатланура пурнăçа кĕртес шутлă. Çитес çул çакна темиçе шкулта йĕркелесе пăхатпăр. Малтанласа шутланă тăрăх ачасем апатланасси лайăхрах шайра пулмалла.

Çитес вăхăтрах Муркашри вăтам шкулта ачасене карточкăпа тÿлесе апатланмалли йĕркене куçатпăр. Çакна валли унта ятарлă терминал вырнаçтармалла. Ачасен карточки çине ашшĕ-амăшĕн укçа куçарса тăмалла пулать. Вĕсен телефонĕ çине вара ача апатланни çинчен смс-хыпар килсе тăрĕ. Çапла майпа ашшĕ-амăшĕ ача апатланнине контрольлеме пултарать.



25 декабря 2013
09:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter