Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ

 Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвне йĕркелесе ертсе пынă. Ларура Пуçлăх 2013 çул ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, 2014 çул валли тĕллевсене палăртнă. 2013 çулта Чăваш Республикин Миниситрсен Кабинечĕ пурĕ пĕтĕмпе 26 хутчен лару ирттернĕ, вĕсенче 506 ыйтăва тишкерсе тухнă, вăл шутра 75 саккун проекчĕсене пăхса йышăннă. Министрсен Кабинечĕн ытларах пайĕ нормативлă ĕç-хĕлпе, федераци саккунĕсене пурнăçа кĕртессипе,   Раççей Президенчĕн йышăнăвĕсемпе, Раççей Федерацийĕн Правительстви, Чăваш Республикин тĕрлĕ йышши нормативлă право акчĕсене пурнăçа кĕртсе малашнехи республикăн социаллă экономика аталанăвне çирĕплетес тĕллевпе пĕтĕмпех ĕçлесе пынă», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.  «Министрсен Кабинечĕн приоритетлă çул-йĕрсенчен пĕри – Раççей Президенчĕ 2012 çулта çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă указĕсене пурнăçа кĕртсе пырасси, «çул-йĕр карттисене» йышăнса мероприятисен планĕ çине тимлĕх уйăрасси. Ку енĕпе «çул-йĕр карттисен» майĕсем кирлĕ пек пурнăçланса пыраççĕ. Нимĕнле кăлтăксем те пирĕн пулмалла мар. Пур енĕпе те ĕçе вăхăтра пурнăçласа пыма пĕлмелле, нормативлă право енпе ĕç хучĕсене те çийĕнчех йышăнса хăвармалла», - тесе уйрăммăн палăртсах каланă Михаил Игнатьев. Тĕслĕх вырăнне республикăра тăнăçлă аталанса пыракан банксен тытăмĕнче депозитсен пайĕ 12,6 процента çити ӳснине лайăх кăтартăва каласа хăварнă. Михаил Игнатьев Раççей шайĕнче ирттернĕ тавралăха тирпей илем кӳрессипе чи лайăх поселени конкурсра, 2012 çул кăтартăвĕсем тăрăх, Шупашкар хули иккĕмĕш хисеплĕ вырăн тивĕçнĕ хыпара пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хула ертӳçисене саламланă, малашне тата та пысăкрах хисепсене тивĕçме сĕнсе хăварнă. Паянхи ларура Чăваш Республикинчи уйрăм граждансем валли коммуналлă пулăшусемпе çыхăннă саккун проектне те пăхса тухса ырланă. Ларура патшалăх академи стипендийĕн йĕркине, студентсене патшалăхăн социаллă стипендине – кĕрет майпа вĕренекенсене тӳлесси пирки Йышăнăва йышăннă. Ку хутĕнче вĕренӳпе, культура, çемьепе, физкультурăпа спорт тытăмĕнче ĕçлекенсен ĕç укçипе  çыхăннă ыйтусем пулнă. Кашнипех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.  «Пирĕн ума лартнă тĕллесем пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ, вĕсене пурнăçа кĕртес тесе пурсăмăрăн та пĕр-пĕринпе ăнланса кирлĕ пек пурнăçласа пымалла», - тесе чĕнсе каланă республика Пуçлăхĕ канашлăва пухăннисем умĕнче.



25 декабря 2013
16:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter