Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Тароупаковка» пĕрлешĕве çитсе килнĕ

Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Тароупаковка» пĕрлешĕве çитсе килнĕ. Предприятинче Пуçлăх  гофрокартон тата гофротарăсем калăпласа кăларакан линийе пăхса çаврăннă, çĕнĕ производствăн калăпăшĕпе кăсăкланнă. 2013 çулта предприятие модернизацилес проектпа килĕшӳллĕн хушма вырăнсем йĕркеленĕ пулнă, ăна пула пысăк технологиллĕ хатĕрсене туянса вырнаçтарса лартнă, гофрокоробкăсем калăпласа кăларма ирĕк пулнă. Проекта пурнăçа кĕртес тесе инвестици 56 млн. тенкĕллĕх хывнă. Михаил Игнатьев çĕнĕ производствăн ĕçне пысăк хак панă, кунта вăй хуракансем пысăк квалификациллĕ специалистсем пулнине палăртнă. «Тароупаковка»  ОАО тата акционерсем тĕрĕс çул-йĕрпе пыраççĕ, тахçанах çĕклесе лартнă хăй вăхăтĕнчи предприятие, паян çĕнĕрен йĕркелесе яни, хальхи  пурнăçа килĕшсе тăрать», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Предприятийĕн ĕçченĕсене малашне те лайăх ĕçлесе пыма ăнăçусем суннă. Вĕсемпе курнăçса калаçнă май, ыйтусем çине хурав панă. Атăлçи тăрăхĕпе илес пулсан «Тароупаковка» ОАО чи лайăх аталанса пыракан предприятисенчен пĕри. Кунта пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан хатĕрсене вырнаçтарнă. Вĕсем уйăхне 6 млн. кв.м гофротавар калăпласа кăларма пултараççĕ, пĕтĕмпех ĕçе компьютер витĕмĕпе пурнăçлаççĕ. Экономикăри пур тытăмра та вĕсем кăларакан таварсемпе усă кураççĕ. Тĕплĕнрех



25 декабря 2013
16:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter