2014 çулта ачасен канăвĕпе сывлăхне çирĕплетес ĕçе лайăхлатас ыйтусене сӳтсе явнă.

Раштав уйăхăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2012-2017-мĕш çулсенче  ачасен интересĕшĕн Наци стратегийĕн ĕç-хĕлне пăхса тăракан Координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри, 2014 çулта ачасен канăвĕпе сывлăхне çирĕплетессин ыйтăвне лайăхлатасси. 2013 çулта ачасен канăвне тата вĕсен сывлăхне çирĕплетес тесе, йĕркелесе ирттернĕ ĕçсем çинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова паллаштарнă.  Министр палăртнă тăрăх, пĕлтĕрхи çул ачасен канăвĕпе сывлăхне çирĕплетес ĕçе пĕтĕмпе 111 пин ачана явăçтарнине палăртнă. Асăннă кăтарту 2012 çулхипе танлаштарсан 3,5 процент чухлĕ пысăкрах. Хула тулашĕнчи 25 кану учрежденийĕсенче 29 пин ача сывлăха çирĕплетме ĕлкĕрнĕ, 2012 çулхипе танлаштарсан 30 процент чухлĕ нумайрах. Ачасен сипленĕвĕн кăтартăвне пăхас пулсан та 92 процента çитнĕ.  Федерацин потребительсен прависен хӳтĕлевĕпе çын ырлăх-сывлăхĕн асăрхав службин Чăваш Ен – Чăваш Республикинчи управленийĕн  ертӳçи Надежда Луговская пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕрхи çул ачасен кану вырăнсенче лару-тăру аванах пулнине каланă. Михаил Игнатьев ачасен лагерĕсенче ĕçлеме тивĕçлĕ çынсене тупса хатĕрлемеллине палăртнă. Сăмаха май, 2014 çулта ачасен кану вырăнĕсенче пурлăхпа техника базине хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан хатĕрсемпе тивĕçтермеллине, асăннă ĕçре укçа-тенкĕпе  çыхăннă ыйтусене çирĕп тĕрĕслесе тăмаллине каланă. Чăваш Республикин вĕренӳ министĕ Владимир Иванов çитес çулта кăрлачпа нарăс уйăхĕсенче, ытти çулсенчи кăлтăксем пек ан  пулччĕр тесе, шкулсенчи операторсене путевкăсене йĕркелесе тăратма вĕрентӳ тапхăрĕ пуçланмаллине асăннă. Кадрсене хатĕрлеме Çамрăксен  пуçарулăхĕн центрĕнче информаципе методика уйрăмне йĕркелесе хута янине асăннă. Çитес çул валли И.Я. Яковлев ячĕллĕ университетпа  Чăваш Республикин Вĕренӳ министерстви хушшинче пĕрле килĕшсе ĕçлемелли хута алă пусса çирĕплетнĕ те. Нарăс уйăхĕчен пуçласа ака уйăхĕнччен ятарласа вожатăйсемпе воспитательсене 1,5 пин çын хатĕрлесе кăларма палăртса хунă. Тĕплĕнрех



26 декабря 2013
09:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter