Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи гражданла хĕтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн инкекĕсенчен сирĕлес пĕрлĕхлĕ патшалăх тытăмĕнчи пĕтĕмлетĕвĕн ĕçне хутшăннă

Раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи гражданла хĕтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн инкекĕсенчен сирĕлес пĕрлĕхлĕ патшалăх тытăмĕнчи ĕç-хĕлне 2013 çулшăн пĕтĕмлетес тата çавăн пекех 2014 çул валли тĕллевсене палăртса хурас ыйтусемпе ирттернĕ вĕрентӳпе методика сборĕн пĕтĕмлетĕвĕн ĕçне хутшăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче юлашки вунă çирĕм çул хушшинче Раççей Федерацийĕнче гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн тата çут-çанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕçе кирлĕ пек пурнăçланса пынине асăннă. «Пур тытăмра  та ĕçлекен влаç органĕсен тĕп приоритечĕ – çынсене вышкайсăр лару-тăруран çăлса хăварасси патшалăхăн тĕп политики пулса тăрать», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.  Çулсеренех службăн пурлăхпа техника бази пуянлансах пынине асăннă. Граждансене те инкекрен вăхăтра çăлма пур усовине те хатĕрлесе çитернĕ. Михаил Игнатьев служба тивĕçне кирлĕ пек таса чунпа пурнăçланă ĕçченсене Чăваш Республикин патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев  ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн ĕçĕнче тивĕçлĕ ĕçлесе пынăшăн МЧСăн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн ертӳçне Станислав Антонова медаль орденпа чысланă. Чăваш Республикин Хисеп хучĕпе Чăваш Республикинчи пушара хирĕç кĕрешекен службăн пуçлăхне Валерий Игнатьева, 39№-лĕ пушар часчĕн 9-мĕш отряд пайĕн пушар сӳнтерекенне Геннадий Павлова, 23№-лĕ пушар часчĕн 4-мĕш отрядăн пай ертӳçне Александр Самарина парса чысланă. Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн  тата çут-çанталăк инкекĕсен сиене пĕтерес ĕçĕн тĕп управленийĕн аслă инспекторне Жанна Гладышевăна, 1№-лĕ пушар пайĕн 1-мĕш отряд  пай пуçлăхĕн çумне Андрей Григорьева, Шупашкар хулин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн ĕçĕсен Управленийĕн  çăлавçине Алексей Долганова, 42№-лĕ пушар часчĕн Карабай - Шумăршăри психоневрологи интерначĕн уйрăм посчĕн пуçлăхне  Андрей Кузьмина, Чăваш Республикин шыравпа çăлав службин пуçлăхне Евгений Лукшина хăйсен ĕçне кирлĕ пек пурнăçланăшăн сехет парса хавхалантарнă. Республика Пуçлăхĕ пушартан сыхланас хатĕрсемпе тата çăлав автомашинăсенчен йĕркеленĕ курава пăхса çаврăннă, вĕсем мĕнлерех усă курнипе паллашнă.

 Тĕплĕнрех



26 декабря 2013
15:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter