Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн чи сумлă та пархатарлă ентешĕсене Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисене торжествăлла пулăмра парса чысланă

 Раштав уйăхĕн  26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн чи сумлă та пархатарлă ентешĕсене Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисене торжествăлла пулăмра парса чысланă. Михаил Игнатьев хăйĕн саламĕнче: «Пире пурсăмăра та пĕрлештерсе çыхăнтраса тăракан япала вăл – кашни сирĕнтен хăйĕн професси шайĕнче Чăваш Ен ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшса ĕçлени», - тесе палăртнă.  Республика Пуçлăхĕ 2013 çулта уйрăмах курăмлă ĕçлесе пынă тапхăр саманчĕсем çинчен чарăнса тăнă. Раççей Федерацийĕн Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви тăван тавралăха упрас ĕçре Чăваш Ен лайăх ĕçлесе пынине палăртнă, «Раççей регионĕ» спорта аталантарас енĕпе сумлă хисепе тивĕçнĕ, сывлăх сыхлавне модернизацилес программа тухăçлăн пурнăçланать, вĕренӳ тытăмĕнче, строительсто, агропромышленноç комплексĕсенче те кăтартусем аванах савăнтараççĕ. Çак ĕçсем пĕтĕмпех хамăра шанса панă ĕçсене туллин пурнăçласа пынине кура пулса пынă.     Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăш-пĕр уйрăм самантсем çинчен чарăнса тăнă. Калăпăр, Татьяна Дерипаско врач акушер-гинеколог Президентăн перинатальнăй ценрĕнче вăй хуракан амăшĕсемпе пепкисене сиплес ĕçре пархатарлă ĕçлет. Йĕпреç районĕн тĕп больницăн хирургĕ Юрий Андреев сывлăх сыхлавĕнче кирлĕ пек ĕçлесе пырса халăх хисепне тивĕçнĕ. Каçал ен районĕнче Александровскийĕн пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта ĕçлекен  Сергей Антоновăн вĕренекенĕсем Пĕтĕм тĕнче, республика шайĕнче иртнĕ олимпиадăсенче пĕр хутчен çеç мар çĕнтерӳçĕсем пулса тăнă. «Сирĕнтен кашниех Чăваш Енĕн сумлă ятне тивĕç», - тесе палăртнă Республика Пуçлăхĕ. Вĕсене хăйсен ĕçне парăнса ĕçлесе пынишĕн чун-чĕререн саламланă. Республикăри кардиологи диспансерĕн тĕп врачне Татьяна Мизуровăна Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ хисеплĕ ята панă. Паянхи мероприятире Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артист ята «Çавал» ушкăнĕн вокалистне Любовь Ильинана парса хавхалантарнă. Пуçтарăннă мĕн-пур ентешсем пурте хисепе тивĕçсе сумлă ятсене илнĕ. Мероприятие вĕçленнĕ май, пухăннисене çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă ырлăх-сывлăх телей суннă. Тĕплĕнрех

 

 



26 декабря 2013
16:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter