Елчĕк районĕ: асра юлнă кунсем

Чăваш Енре 2013 çулта иртнĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ мероприятисен рейтингĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Рейтингăн пĕрремĕш вырăнĕнче Республика кунĕ тата çак уявпа çыхăннă мероприятисем тăраççĕ.

Çĕртме уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче тĕп хулара "Раççей регионĕсем - тăнăçлăхран аталану патне" Шупашкарăн VI экономика форумĕ иртнĕ. Унта Раççей Федерацийĕн 27 субъекчĕн тата 8 ют çĕр-шыв представителĕсем хутшăннă. Çак тапхăрта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Пĕтĕм Раççей шайĕнчи "Ĕçлĕ Раççей" общество организацийĕ промышленность территорине туса хурассипе тата вырăнти халăха ĕçпе тивĕçтерессипе пĕрлехи инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме килĕшỹ çирĕплетнĕ. Çавăн пекех "Экологи аталанăвĕн технологийĕсем" технологи платформипе килĕштерсе ĕçлеме, ача сачĕсем тăвассипе финанс корпорацийĕпе пĕлтерĕшлĕ килĕшỹсем тунине те палăртмалла.

Çак картлашкарах регионсем хушшинчи "Регионсем - чикĕсĕр ĕçлĕ хутшăнусем", Халăхсен хушшинчи фейерверксен, Пĕтĕм Раççейри "Раççей çăл куçĕсем" халăх пултарулăх фестивалĕсем, Республикăн "Уй-хир кунĕ - 2013" курав демонстрацийĕ йĕркеленине, Красноармейски салинче "КЕТРА" строительство керамика заводне, Етĕрнере сĕт-çу заводне хута янине, Шупашкарта пĕтĕм чăвашсен "Акатуй" уявне ирттернине асăнмалла. Çак мероприятисем иртнĕ тапхăрта Шупашкарта технологипе инновацие аталанма пулăшакан центр уçăлнă, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата "РусГидро" ОАО 2012 - 2016 çулсенче Шупашкар ГЭСне тĕпрен юсаса çĕнетес енĕпе пĕрле ĕçлес тĕллевпе килĕшỹ çирĕплетнĕ.

2-мĕш вырăна çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Хула кунне халалласа ирттернĕ "Çăлтăрпа - ирхи зарядка" мероприяти йышăннă. Çак кун ватти-вĕтти, тĕрлĕ сферăра тăрăшакансем пĕрлехи зарядка тунă. Ирхи зарядкăна халăх йышлă пуçтарăннăран Чăваш Ен Гиннес рекордне çĕнетнĕ.

3 - мĕш вырăнти паллă пулăм - Чăваш Ен чи лайăх спорт регионĕ ята çĕнсе илни. Раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче Мускавра "Раççей регионĕ" номинацире мала тухнă регионсене чысланă. Раççей Спорт министрĕ Виталий Мутко Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева кубокпа чысланă, физкультурăпа спорта ăнăçлă аталантарнăшăн тав тунă.

4-мĕш картлашкара Раççей Оборона министерстви йĕркеленĕ смотр-конкурсра тунă çитĕнỹ. Пирĕн Республика çар учет ĕçĕсене йĕркелесе пырас енĕпе чи лайăх регион ята тата Оборона министерствин вымпелне çĕнсе илнĕ.

5-мĕш вырăнта - спорт çитĕнĕвĕсем. 2013 çулхи юпа уйăхĕн 1-6-мĕшĕсенче Сочире иртнĕ спорт фестивалĕнче республикăри çамрăксен ушкăнĕ мала тухнă.

6-мĕш вырăнта - юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн съездне ирттерни.Отчетпа суйлав съездне Раççей Федерацийĕн 26 субъектĕнчи, Беларуçри, Казахстанри, Украинăри, Францири, Эстонири делегатсемпе сумлă хăнасем хутшăннă.



26 декабря 2013
10:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter