Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Республикин чи лайăх патшалăх служащий» тата «Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципаллă служащий» конкурс çĕнтерӳçисене саламланă

Раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Республикин чи лайăх патшалăх служащий» тата «Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципаллă служащий» конкурс çĕнтерӳçисене торжествăлла майпа саламланă. Хăйĕн салам сăмахĕнче республика Пуçлăхĕ патшалăх служащийĕсем, муниципаллă служащийĕсем республикăн тăнăçлăхĕшĕн пысăк витĕм кӳнине асăннă. Вĕсенчен кашниех хăйсен умне лартнă тĕллевсене туллин пурнăçласа пынипе пĕрлех халăх умĕнче пысăк яваплăха туйнине  палăртнă. «Патшалăх тата муниципаллă служащийĕсем тивĕçлипех ĕçлесе пырса пысăк çитĕнӳсем туса пыраççĕ. Эпир чăннипех те пурте влаç органĕсенче хатĕр профессионалсем ĕçлесе пыччĕр тесе тăрăшатпăр, асăннă ĕç çине пысăк тимлĕх уйăратпăр», - тесе каланă пухăннисем умĕнче. Вĕсене пурне те ĕçре малашне те ăнăçусем туса пыма çирĕп сывлăх, Çĕнĕ çулта Чăваш Ен ырлăхĕшĕн тата та витĕмлĕрех ĕçлеме пархатарлăх суннă. Михаил Игнатьев çĕнтерӳçĕсене дипломсемпе парнесем парса чысланă.  Михаил Игнатьев «Чăваш Республикин чи лайăх патшалăх служащийĕ» ята Чăваш Республикин Вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерствинче тимлекен çул çитмен ачасен вĕрентӳ пайĕн çумĕ  Возняк Тамара Ивановна çĕнсе илнĕ. «Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципаллă служащий» ята Шупашкар районĕн администрацийĕн вĕренӳ управленийĕн тĕп специалист-эксперт  Степанова Ольга Витальевна тивĕçлĕ пулнă. « Чăваш Республикин чи лайăх патшалăх граждан служащийĕ» конкурса республикăра виççĕмĕш хут йĕркелесе ирттереççĕ. Кăçалхи иртсе каякан çулта конкурсра 19 патшалăх тытăмĕсенче ĕçлекенсенчен  25 патшалăх служащийĕ хăйсен пĕлӳ ăсталăхне туптанă. «Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципаллă служащий» конкурса кăçал иккĕмĕш хут ирттернĕ. Асăннă ăмăртура 48 служащий хутшăнма кăмăл тунă. Тĕплĕнрех



27 декабря 2013
09:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter