Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн ҫӑлав службин ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Енӗн ҫӑлав службин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

  Эсир ҫӗр ҫинче пуринчен те хаклине – ҫын  пурнӑҫне – ҫӑл­са хӑварассипе ҫыхӑннӑ пархатарлӑ миссие хӑш чухне хӑвӑр ум­а тухса тӑракан пысӑк хӑрушлӑхсене те шута илмесӗр пур­нӑҫ­­латӑр. Майсӑр лару-тӑрура – пушарта, шыв ҫинчи инкекре, аварире, ҫурт ишӗлчӗ­кӗсен вырӑнӗнче тата ытти пысӑк инкек пулнӑ ҫӗрте эсир чи малтан пулӑшу паратӑр.

Ҫӑлав службисен кал-кал пурнӑҫлакан ӗҫне пула кӑҫал кӑна 1900 ытла ҫын пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Пушарта 536 миллион тенкӗлӗх таварпа пурлӑха упраса хӑ­варнӑ. 

Хӑюлӑхпа паттӑрлӑх, тимлӗх тата ҫын нушине ҫывӑха илни – ава­рипе ҫӑлав тата пушар хуралӗн службинче, Чӑваш Енри халӑха граж­­данла хӳтлӗх парас сферӑри ятарлӑ ытти ушкӑнра вӑй хуракансен тӗп пахалӑхӗсем пулса тӑраҫҫӗ, вӗсене хӑйсен професси тивӗҫне малашне те ҫӳллӗ шайра пурнӑҫлама пулӑшса пыраҫҫӗ.

Тӳрӗ кӑмӑлпа тӑвакан ӗҫӗршӗн, чӑтӑмлӑ пулнӑшӑн тата тивӗҫе па­­­рӑннӑшӑн чунтан тав тӑватӑп. Ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей тата кӑт­кӑс та яваплӑ ӗҫӗрте ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 Чӑваш Республикин Пҫлӑхӗ                                                            М.Игнатьев.

 



27 декабря 2013
09:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter