2014 çулта иртекен XXII хĕллехи Олимп вăййисен ячĕпе ирттернĕ Олимп çулăмĕн эстафети Шупашкарта вĕçленчĕ

Раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта  Олимп çулăмĕн эстафетине Анне палăкĕ  патĕнче кĕтсе илнĕ, спортсменсемпе пĕрле чупса тухнă.  Олимп вăййисен тĕп символĕ кăнтăрла 12 сехетре чукун çул вокзалĕнче старт илнĕ. Унтан хулан тĕп урамĕсемпе çула тухрĕ: Ленин проспекчĕ, Андриян Николаев, Калинин, Текстильщиксен, Зоя Яковлева, Иван Франко урамĕсем, Юхан шывçăсен тӳремĕ, Константин Иванов урамĕ, Мускав, Максим Горький проспекчĕсем, Университет, Павлов мичман, Гузовский, Чул хула урамĕсем, Президент тата Электроаппаратчиксен бульварĕсем, Карл Маркс, Гагарин, Чапаев урамĕсем. Çавăн пекех хулари паллă вырăнсенче те пулнă: Çĕнтерӳ паркĕ, юхан шыв порчĕ, Анне палăкĕ, кӳлмек хĕрри. Эстафета виçĕ тапхăрпа иртнĕ. Пĕрремĕшĕ – чукун çул вокзалĕнчен пуçласа Чăваш патшалăх университечĕн çурçĕр-хĕвел анăç районĕнче вырнаçнă корпусĕ патне çитиччен. Иккĕмĕшĕ – тĕп тапхăрсенчен пĕри – Хĕрлĕ лапам. Çулăма пĕрремĕш йăтма Олимп чемпионкине Елена Николаевăна шаннă. Чăваш патшалăх драма театрĕ умĕнче чаплă концерт иртнĕ. Пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă. «Олимпийский» стадионра пысăк та савăнăçлă уяв иртнĕ. Стадионта çулăма Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил  Игнатьевпа Олимп чемпионĕ, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Владимир Воронков чĕртнĕ. Паянхи уяв юрă-ташăпа тата салютпа вĕçленнĕТĕплĕнрех

Сăн ӳкерчĕксем



27 декабря 2013
20:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter