Республикăри пурăнакан граждансен кăмăл-туйăмĕ лайăхланнипе рейтингра чи çӳллĕ шайра Чăваш Ен тăрать

 Гражданла общество аталанăвĕн фончĕн рейтингпа килĕшӳллĕн тата «Обществăлла шухăш-туйăм» фонд хатĕрленĕ кăтартусем тăрăх, Чăваш Ен çавăн пек регионсем шутне кĕнĕ, ăçта чи пысăк социаллă шухăш-туйăм витĕмĕ чи çӳллĕ шайра тăрать. Общественноç шухăшне 56 900 респондент РФ 79 регионĕнчен хутшăннă. Ĕçе 2013 çулта чӳк уйăхĕнче йĕркелесе ирттернĕ. Регионта лару-тăрупа кăмăллă е çук ыйту канăçсĕрлетнĕ. Республикăсенче, крайра, облаçсенче ĕç-пуç лайăхланса е япăхланса пынипе кăсăкланнă. Ыйтусем хушшинче çавăн пеккисем пулнă, ăçта регионсени влаç органĕсен ĕçĕпе ырă е япăх енĕпе калаççĕ е çук тата ытти те.  Пĕтĕм категорисем тăрăх, Чăваш Республики хăйĕн позицине сыхласа хăварма пултарнине палăртнă, унсăр пуçне тата пурне те тĕлĕнтермелли – 2013 çулта çурла уйăхĕнче пĕрремĕш хут тухнă рейтингпа танлаштарсан самай пысăкрах кăтартупа палăрнă. Республикăра граждансен социаллă тĕлĕшĕнчен кăмăл-туйăм самай лайăхланнă. Рейтингра Чăваш Ен çӳллĕ шайра тăни, республикăра ырă пулăмсем ытларах пулнипе çыхăннă.  Бизнессен экологи яваплăхĕ тата фундаментальнăй эффективлăхĕпе Раççейре ирттернĕ рейтингра Чăваш Ен пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, "Раççей регионĕ" номинацире мала тухнă. Физкультурăпа спорт ĕçне лайăх аталантарса пынишĕн хисепе тивĕçнĕ. Вĕренӳ тата сывлăх сыхлавĕн тытăмĕсенче те курăмлăнах ĕçлесе пыни никамшăн та вăртăнлăх мар. Промышленноçпа строительство ĕçĕсенче те кăтартусем тĕслĕх вырăнĕнче. Динамикăна илес пулсан лайăх енне куçни куç кĕретех. Красноармейский районĕнче хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан «КЕТРА» завод уçăлнă. СУОР çуртсем çĕклекен компани, «Монолитстрой» тата «Инкост» Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти строительсто хатĕрĕсем калăплакан заводсем, 9№-лĕ ЖБК, «Химпром» ОАО    лайăх  ĕçленипе чăнласах та мăнаçланма май пур. Чăваш Ен юлашки виçĕ çул хушшинче харăсах çынсене çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтупа курăмлă ĕлесе пырать. Атăлçи федераллă округпа илсен пĕрремĕш вырăн йышăнса пынă. Агропромышленноç комплексĕн ĕç-хĕлĕнче те пысăк калăпăшлă проектсене пурнăçа кĕртнĕ. «АККОНД» пылак çимĕç кăларакан фабрика тĕлĕнмелле пысăкланса вăйланса пырать. Вăрнарти, Етĕренри сĕт-çу завочĕсем,  «Букет Чувашии» сăра туса кăларакан фирма, «Юрма» чăх-чĕп аш-какайĕ тирпейлекен агрохолдинг ĕçĕсем пурте курăмлă хăватлăн аталанса пыни савăнтарать. Чăваш Ен ĕçсĕррисене ĕçпе тивĕçтерес ĕç те пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнчех. Раççейри субъектсем хушшинче Чăваш Ен 2-мĕш вырăн йышăнать, сусăрланнă çынсене ĕçпе тивĕçтерессипе – 5-мĕш вырăнта.

 



27 декабря 2013
16:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter