Шупашкар Олимп çулăмĕн эстафетине кĕтсе илчĕ

Чăваш Енре Олимп çулăмĕн уявне пурте чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Эстафета паян, раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче иртет. Олимп вăййисен тĕп символĕ кăнтăрла 12 сехетре чукун çул вокзалĕнче старт илчĕ. Унтан хулан тĕп урамĕсемпе çула тухать: Ленин проспекчĕ, Андриян Николаев, Калинин, Текстильщиксен, Зоя Яковлева, Иван Франко урамĕсем, Юхан шывçăсен тӳремĕ, Константин Иванов урамĕ, Мускав, Максим Горький проспекчĕсем, Университет, Павлов мичман, Гузовский, Чул хула урамĕсем, Президент тата Электроаппаратчиксен бульварĕсем, Карл Маркс, Гагарин, Чапаев, Çĕрпӳ урамĕсем (тĕплĕнрех хула администрацийĕн сайтĕнче паллашма пулать). Çавăн пекех хулари паллă вырăнсенче те пулĕ: Çĕнтерӳ паркĕ, юхан шыв порчĕ, Анне палăкĕ, кӳлмек хĕрри. Эстафета виçĕ тапхăрпа иртет. Пĕрремĕшĕ – чукун çул вокзалĕнчен пуçласа Чăваш патшалăх университечĕн çурçĕр-хĕвел анăç районĕнче вырнаçнă корпусĕ патне çитиччен. Иккĕмĕшĕ – тĕп тапхăрсенчен пĕри – Хĕрлĕ лапам. Олимп çулăмне Хĕл Мучипе унăн хуралçисем илсе килчĕç. Чăваш патшалăх драма театрĕ умĕнче чаплă концерт иртĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем Хĕл Мучипе пĕрле зарядкăна тăрĕç, çĕршывĕпе палăрнă трактор-шоу çынсене тимĕр «урхамахсен» ăсталăхĕпе тĕлĕнтерĕ. Юлашки тапхăр – «Олимпийский» стадион, унта 18 сехетре пысăк та савăнăçлă уяв пуçланĕ. Çулăма пĕрремĕш йăтма Олимп чемпионкине Елена Николаевăна шаннă. Стадионта вара çулăма Олимп чемпионĕ, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Владимир Воронков чĕртĕ. Вĕсемсĕр пуçне Олимп вăййисен тĕп символне 161 çын йăтĕ. Вĕсен йышĕнче РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, «Раççей-2» телеканалăн комментаторĕ Ольга Богословская та пур. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ 10 сехетрен пуçласа 22 сехетчен эстафета иртекен çулсемпе автомобильсене тата общество транспортне вăхăтлăха çӳреме чарасси çинчен йышăну кăларнă. Çавăнпа йĕркелӳçĕсем çул çине автомобильсĕр тухма ыйтаççĕ, çавна май раштавăн 27-мĕшне çуран çӳремелли кун тесе палăртнă.



27 декабря 2013
10:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter