Пĕтĕм Раççейри халăх фончĕн регионти штабĕн ларăвĕн кун йĕркинче - актуаллă ыйтусем

Раштав уйăхĕн  27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри «Народный фронт «За Россию» («Халăх фончĕ «Раççейшĕн») Пĕтĕм Раççейри обществăлла юхăмĕн Регионт штабĕн регионти уйрăмĕн анлă ларăвне хутшăннă. Ларăва пуçтарăнисем умĕнче калаçнă май, Чăваш Ен Пуьлăхĕ Михаил Игнатьев иртсе каякан 2013 çулти ĕç кăтартăвĕсем, ырă улшăнусем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Бюджетăн тупăш пайĕ ӳсни, çынсен кăмăл-сипет туйăмĕ лайăхланни, демографи лару-тăрăвĕн кăтартăвĕ çĕллĕ шайра пулни пурне те савăнтарать.  Михаил Игнатьев влаçпа обществăлла институтсем хушшинче ăнланулăх пулни ĕçсене вăхăтра йĕркелесе пыма самай пулăшнине каланă. Республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене кирлĕ пек хурав пама та ансат пулни пĕлтерĕшлине асăннă. ОНФ  «Форум действий» 2013 çулта раштав уйăхĕн 4-6 кунĕсенче иртнă конференцире пăхса тухнă ыйтусем çинчен чарăнса тăнă, малашнехи  аталанăвĕн ĕç йĕркине тишкернĕ. ОНФ Регион штабĕн председателĕн çумĕ Николай Казаков хальхи вăхăтра ОНФ регионти уйрăмне патшалăх шайĕнче регистрацилеме ĕç хучĕсем Раççей Юстиции министерстви Чăваш Республикинчи Управленийĕнче пулнине палăртнă.  Ларăва вĕçленĕ май, ОНФ регионти штаб членĕ Геннадий Матвеев Чăваш Ен Пуçлăхне «Çĕнтерӳ» Раççейĕн организаци комитечĕн Членĕн ячĕпе Тав çырăвне парса чысланă. Тĕплĕнрех



27 декабря 2013
17:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter