Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Юристсен кунӗ ячӗпе саламлани

 

Чӑваш Енӗн хисеплӗ юрисчӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Юрист ӗҫӗ – кӑсӑк та пултаруллӑ, ҫав вӑхӑтрах кӑткӑс тата  яваплӑ професси шутланать. Граждансене саккун гарантилекен правасемпе ирӗклӗхсене пӑхӑнасси те юристӑн ӗҫлӗхлӗ пултарулӑхӗнчен тата кӑ­мӑл-туйӑм пахалӑхӗнчен килет.

Эсир Раҫҫейре право патшалӑхне йӗркелес, граждансене саккунсене хисеплемеллине ӑша хывма вӗрентес ӗҫре паллӑ вырӑн йы­шӑнса тӑратӑр. 2013 ҫулхи тӑхӑр уйӑхра кӑна Чӑваш Енре пурӑнакан 17 пин ытла  ҫын тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ илнӗ.

Республикӑра аталаннӑ граждан обществине йӗркелес, право тата политика культурине ӳстерес шайра Чӑваш Республикин Общество палатине, ҫавӑн пекех этем тата ача прависемпе ӗҫлекен, предпринимательсен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑйсен инсти­тучӗсене туса хунӑ. Юридически пӗрлӗхпе влаҫ органӗсем пӗрле вӑй хурса республикӑра  пурнӑҫӑн мӗн пур сферинчех саккун тата тӗ­рӗслӗх  пуҫ пулса тӑрассине тивӗҫтерме пултарасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Юстици органӗсен ветеранӗсене уйрӑммӑн палӑртса ӑшшӑн тав тӑ­ватӑп, вӗсен тарӑн ӑсӗпе пуян опычӗ пысӑк ӑсталӑхлӑ юристсен ҫӗ­нӗ ӑрӑвне ҫирӗп пӗлӳ памалли шанчӑклӑ никӗс шутланать. 

Сире ҫирӗп сывлӑх, ӗҫре ҫитӗнӳсем, телей тата ырлӑх сунатӑп.

 

Чӑваш Республикин   Пуҫлӑхӗ                                                                                  М. Игнатьев



03 декабря 2013
16:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter