Чăваш Ен Правительствин канашлăвĕнче – Олимп çулăмĕн эстафетин пĕтĕмлетĕвĕсем, Çĕнĕ çул уявĕсенче инкексенчен асăрханас тата йĕркене çирĕп пăхăнас ыйтусем пулнă

 Раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе тата тĕрлĕ служба пуçлăхĕсемпе эрнесерен ирттеренкен планеркăна пуçтарнă. Канашлу вăхăтĕнче Чăваш Республикин финанс минисрĕн перремĕш çумĕ Фарида Муратова 2013 çулта финанспа çыхăннă ĕçсене туллин пурнăçланине палăртнă. «Пур ĕç те графикпа килĕшӳллĕн пурнăçланса пымалла», - тесе палăртнă Чăваш  Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Енĕн, кăçалхи çул чӳк, раштав уйăхĕсенче 850 млн. тенкĕ бюджет кредитне каялла тавăрмалла пулнине асăннă. РФ Финанс министерствипе республика Пуçлăхĕ пĕрне-пĕри ăнланса ĕçленĕрен 850 млн. кредита çитес çулсем валли куçарма май килнĕ ырă хыпара пĕлтернĕ. Çапла майпа вара, 2014 çула ăнăçлă кĕрсе,  Культура çулталăкне пуçлама сăлтав пур. Пухăннисем паянхи канашлура Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче тимлĕхе куçран вĕçертме юраманнине çирĕп асăрхаттарса хăварнă. Михаил Игнатьев çулсерен уявсенче эрех-сăрапа алхаснине кура, çынсем вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнине палăртнă. Пирус туртса, инкек кăларнă тĕслĕхсем те пулкаланă. Вут-кăварпа асăрхануллă пулма пурне те чĕнсе хăварнă. Уяв кунĕсенче муниципалитетсемпе ытти тытăмра дежурство ĕçне пуçлăхсен çумĕсенчен кая мар должноçри çынсене çирĕплетмелине палăртнă. Кун пек йышăну туса хăварни, вышкайсăр лару-тăруран кирлĕ пек тухма май пуррине асăннă. Чи кирли – кашни çын хăйĕн çывăх çынни çинчен яланах яваплăх туйма пултартăр.   Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов  халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче йĕркене пăхса тăма  полици ĕçченĕсем кирлĕ пек çителĕклĕ таран пулнине асăннă. Чăваш Енри строительство министрĕ Олег Марков Йĕпреç районĕнче Калинина урамĕнче пулса иртнĕ инкек хыççăн çынсене хваттерсемпе тивĕçтерес ыйту кирлĕ пек пурнăçланни çинчен пĕлтернĕ.   Пурăнмалли 7 çуртран 24 çынна валли Чăваш Республикин территорийĕнче граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарас адреслă программăпа килĕшӳллĕн 6,2 млн. тенкĕ пăхса хăварнине каланă. Раштав уйăхĕн 24-25-мĕш кунĕсенче Йĕпреç администрацийĕ 5 хваттерне туяннă та, тата икĕ çемьене вырнаçтарма ĕç хучĕсене пуçтарас тапхăр пырать. Шупашкарта иртнĕ Олимп çулăмĕн эстафетин пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă. Йĕркелӳ комитечĕ палăртнă тăрăх, эстафетăра 163 хăю çĕклекен хутшăннине палăртнă, вĕсемсĕр пуçне 140 пин  патне куракан, 700 волонтер хутшăннине каланă. Унсăр пуçне 10 пине яхăн «Олимп» стадионĕнче çынсем пухăннă пулнă. Палăртнă уява масăлла информаци хатĕрĕсенче ĕçлекен 70 представитель хутшăннă. Эстафетăна пур енлĕн те кирлĕ пек тĕплĕн çутатса панă. Эстафетăна йĕркелӳ комитечĕ пысăк хак панă. Олимп Эстафетин Коммуникаци Службин ертӳçи Роман Осин çĕр-шывра ирттернĕ уявсенчен, Шупашкарта иртнĕ пулăм, чи лайăх ятпа  асра юлнине палăртнă. Уйрăмах тĕрлĕ службăсен ĕçне тата граждансен кăмăл-туйăмĕ чи лайăх пулнине каланă. «Эпир Раççей шайĕнче чи спортпа туслă вăйлă регион шутне ахаль мар çĕнсе илнĕ. Пирĕн малашне те ку енĕпе тĕплĕн пурин те пĕрле вăй хурса ĕçлемелле. Çынсем сывă пурнăç йĕркине тытса пыччĕр тесе, вĕсене куллен спорта явăçтарма тăрăшмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. Эстафета йĕркелӳçисен ячĕпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председательне Иван Моторина пысăк шайра мероприятие йĕркелесе ирттернишĕн тав туса, Олимп çулăмĕн символне парса чысланă.  Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников   Чăваш Енре Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕччен сывă пурнăç йĕркине пăхăнса тĕрлĕ спорт уявĕсем ирттересси пирки чарăнса тăнă. Пур спорт комплексĕсенче те тĕрлĕ спорт вăййисене ирттерме палăртса хунă. Унсăр пуçне кăрлач уйăхĕн 5-мĕшĕнче Сывлăх кунĕ тесе йышăннă. Асăннă кун Чăваш Енре пурăнакансем пур çĕрте те укçасăр спорт учрежденийĕсене çитсе, хăйсен кăмăлне каякан спортпа туслашма пултараççĕ.

 



30 декабря 2013
16:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter