Республикăра пысăк тавра-курăмлă ачасем валли хатĕрленĕ Çĕнĕ çул елкине Чăваш Ен Пуçлăхĕ хутшăннă

 Раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх оперăпа балет театĕнче республикăри мĕн-пур пысăк тавра курăмлă ачасем валли ятарласа ирттернĕ Çĕнĕ çул ĕлкинче пулнă. Палăртнă уявра республикăри районсемпе хуласенчен 650 ача хутшăнма кăмăл тунă. Пухăннă шкул ачисене çывхарса килекен Çĕнĕ  2014 çул ячĕпе саламланă май,  Михаил Игнатьев Çĕнĕ çул уявĕ ачасемшĕн чи кĕтнĕ уяв пулнине асăннă. Республикăн тĕп уявне  кăçалхи çул раштав уйăхĕн 25-30 кунĕсенче йĕркелесе ирттернине палăртнă. Уявра обществăлла ĕçсенче, шкулта уйрăммăн палăрнисем, конкурс çĕнтерӳçисем  ытларах хутшăннă. Пурĕ уявсенче 2,5 пин ача Чăваш Енрен хăйсен кăмăлне тултарнă. Чăваш Енрен 50 шкул ачи Мускавра ирттернĕ елкăра хутшăннă. «Паянхи куна ачасене тарăн пĕлӳ илме пур услови те çителĕклĕ таран. Эсир, эпир ĕçлесе пынине кура, пире хăвăрăн лайăх кăтартусемпе савăнтаратăр. Тăрăшуллăхпа ĕçченлĕхе пула, ăнăçусем тусах пыратăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Пухăннисене малашне те вĕренӳре лайăх паллăсем илсе пыма, çирĕп сывлăхлă çитĕнме, спортпа туслашма чĕнсе каланă, çĕр-шывшăн юрăхлă çыннисем пулса çитĕнме сĕннĕ. Ачасем валли Хĕл Мучипе Юр пике тĕрлĕ юрă-ташă хатĕрленĕ. Уява пухăннисем «Дюймовочка» юмаха пăхма пултарнă. Пур ача та Чăваш Ен Пуçлăхĕн аллинчен парнесене тивĕçнĕ. Тĕплĕнрех

 



30 декабря 2013
16:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter