Чăваш Ен Пуçлăхĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне граждансен пурнăç шайне ӳстерес тĕллевпе янă Çырăва пурнăçлас тесе Комплекслă плана пăхса тухнă

 Раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ. Правтельство членĕсем 2014 çул валли чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă çырупа килĕшӳллĕн ĕç тăвакан влаç органĕсенче ĕç йĕркин планне пăхса тишкерсе тухнă.  Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин асăннă çырăва пурнăçа кĕртессипе пăхса хăварнă Комплекслă план виçĕ тапхăртан тăнине палăртнă. Вĕсене валли 76 мероприяти йышăнса хăварнă. Ĕçсене пĕтĕмпех çыннăн пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе йышăннă. Республика Пуçлăхĕн çырăвне пурнăçа кĕртес тесе тĕрлĕ шайра ĕçлекен влаç органĕсенче тимлекенсем пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесе пынинчен нумай килет. Обществăлла организацисемпе, бизнес представительĕсем тачă çыхăнса ĕçлени те витĕмлĕ пулĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ  Планра республикăна аталантарассипе стратегийĕн тĕп-çулйĕрĕсем пулмаллине асăнннă. Вĕсене кĕске вăхтлăха мар, вуншар çуллăха йышăнма сĕнет. Гражданла общество аталанăвĕн фончĕн рейтингпа килĕшӳллĕн тата «Обществăлла шухăш-туйăм» фонд хатĕрленĕ кăтартусем тăрăх, Чăваш Ен çавăн пек регионсем шутне кĕнĕ, ăçта чи пысăк социаллă шухăш-туйăм витĕмĕ чи çӳллĕ шайра тăрать. «Асăннă кăтарту обществăн тăнăçлăхĕ çинчен пĕлтерет. Çавăнпа та ку енĕпе кăтартăва çирĕплетсе вăйлатса пымалла», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ. Министрсен Кабинечĕн членĕсем регионсем шайĕнче ĕçлекен эксперт ушкăнĕсен йĕркине пăхса тухса çирĕплетнĕ. Чăваш Республикинче обществăлла шухăш-туйăмсене пăхса тухма ирĕк паракан ушкăн ĕçне тетишкернĕ. Обществăлла инициативлă экспертизăсене кăларасси - ĕç ушкăнĕсен тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Экспертиза тухнă хыççăн проектсем кирлĕ пек усă курăнчĕр тесе,  нормативлă ĕç хучĕсене кăларма хистет. Ун чухне тин палăртнă инициативăсем пурнăçа кĕрсе пыма пултараççĕ. Чăваш Республикин çул-йĕрпе транспорт хуçалăхĕн министрĕ Михаил Янковский çитес çулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕччен чукун çул транспорчĕсемпе усă курнă чухне 7 çултан аслисем пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан учрежденисенче вĕренекенсем тата куçăм вĕренӳ формипе вĕренекен студентсене льготăсемпе усă курма пултарнине асăннă, çавăн пекех авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 31-мĕшĕчченех çӳреме пултарнине каланă. Чăваш Республикин территорийĕнче кун пек льгота 50 процента çити пулĕ. Çăмăллăхпа кам ăçта пурăннинчен тата ăçта вĕреннинчен пачах нимĕн те килместь, пурпĕрех вĕсем усă курма пултарнине асăннă. Чăваш Ен Правительство членĕсем ял хуçалăх çĕр лаптăкĕсене  промышленноç, энергетика, транспорт, çыхăну, радиопа телевидени, информатика тата ытти енсене куçарасси пирки ыйтăва пăхса тухнă. Ларура патшалăх хакне пăхса тăракан йĕркесене те тишкернĕ. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн ытти ыйтусене те пăхса тухнă тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.

 

 



30 декабря 2013
14:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter