Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул-интерната çитсе килнĕ

Раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул-интерната çитсе килнĕ.  Сусăрланнă ачасене вĕренме çителĕклĕ таранах пур услови те пур, куçĕ айăпланнă ачасем кунта пурăнаççĕ. 2013-2014 çулсенче шкулта пурĕ 183 ача вĕренет. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев информатика пӳлĕмне кĕрсе курнă, вĕренекенсен технологийĕсемпе паллашнă. Шкулта брайлевский дисплей хатĕрне, компьютер çинче ятарласа экран çине пăхма лупа вырнаçтарнă. Информатика урокне ахаль шкулсенчи пекех иккĕмĕш классранах вĕрентме тытăнаççĕ. Михаил Игнатьев 11-мĕш класс ачисемпе профориентаци урокне ирттернĕ самантпа паллашнă, асăннă ĕç урокĕнче республикăри аслă шкулсенчен представительсем хутшăннă. Палăртнă шкултан вĕренсе тухакансем аслă шкулсене аванах вĕренме кĕреççĕ. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне пуринпе пĕрлех вĕсем те тытаççĕ. Республика Пуçлăхĕ ачасене малашнехи пурнăçра ăнăçлă профессийе суйласа илсе хăйсем умне лартнă тĕллевсене туллин пурнăçласа пыма сĕннĕ. Малашнехи пурнăçа еплерех тытса пырасси - мĕнле професси суйласа илнинчен килет. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев офтальмологи пӳлĕмĕпе те паллашнă. Кунта куç чирĕсене сиплессипе тĕрлĕ ĕçсем йĕркелесе ирттереççĕ. Кунти ĕçсемпе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăмăллă юлнă. «Ачасен сывлăхне çирĕплетес тата ăна вăхăтра кирлĕ пек сиплес тесе, мĕн кирлĕ таран вăй хурса ĕçлемелле, ачасем хăйсене ытти ачасемпе танлаштарсан мĕскĕннĕн ан туйччĕр тесе», - палăртнă республика Пуçлăхĕ. Шкул-интернатра вăй хуракансене, ачасене пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă, шкулта лайăх вĕренме, çирĕп сывлăх, ăнăçусем суннă. «Манăн тĕп тĕллев – сире валли çителĕклĕ таран кирлĕ пек условисем тăвасси, эсир вара малашнехи пурнăçра кирлĕ специальноçе алла илсе хăвăра тупма пĕлесси», - тесе палăртнă хăйĕн сăмахăнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Асăнмаллăх шкула спорт хатĕрĕсене туянма çирĕплетекен свидетельство парса хавхалантарнă, ачасене республикăра иртекен Çĕнĕ çул уявсене кайма ятарлă билетсем парса чысланă. Тĕплĕнрех



30 декабря 2013
08:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter