Чăваш Енре 26-мĕш физкультурăпа спорт комплексĕ хута кайнă

 Раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта физкультурăпа спорт комплексне торжествăлла майпа уçнă пулăма хутшăннă. Асăннă ФСК республикăра 26-мĕш шутланать. 2012 çулта авăн уйăхĕнче  ĕçлеме тытăннăранпа федераци, республика тата муниципалитет укçи-тенкине пĕтĕмпе  142,5 млн. тенкĕллĕх тăкакланă. Палăртнă спорт комплексĕнче 42 х 24 м тăршшĕ спорт залĕ, кунтах аэробика, тренажер залĕсем,  шывра  спортсменсемпе ытти çынсене ишме 25 х 11 м ятарлă вырăн, ачасене ишме вĕрентме уйрăм 12,5 х 6 м тăршшĕ бассейн хатĕрленĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче кун йышши учрежденисене малтан та çĕклесе лартнине, малашне те ĕçе йĕркелесе ирттерес пирки нимĕн иккеленмесĕрех пĕлтернĕ. Асăннă мероприятисене пурне те пĕр тĕллевпе пурнăçлаççĕ – пирĕн ачасем çирĕп сывлăхлă ӳссе çитĕнсе Раççей Федерацийĕн тивĕçлĕ гражданĕсем пулччĕр тесе, тĕпе хурса ĕçлесе пынине палăртнă республика Пуçлăхĕ. Тĕплĕнрех



30 декабря 2013
17:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter